Комментари хушас

Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнчи 20 вĕренекен ыран инçе çула тухать. Çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем уяв кунĕнче Мускавра Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулĕç. Кашнин кăмăлĕ çĕкленÿлли сăн-питĕнче палăрать. Çĕршыв Пуçлăхĕ валли, ахăрнех, ыйту хатĕрленĕ вĕсем.

— Халь Владимир Владимировича пама хатĕрленĕ ыйтăва ун умĕнче калатăп-ши? Ăна курсан савăннипе пăлханатăп пуль. Тен, лăпкăнах калаçайăп… Анчах çак кун чи хисеплĕ çынпа тĕл пулма — маншăн пысăк чыс, — чунне уçрĕ кадет корпусĕн 11-мĕш класĕнче вĕренекен Алексей Бибуков.

 

 

Елена ЛУКИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: