Комментари хушас

19 Нарăс, 2018

Аварире виçĕ çамрăк пурнăçĕ татăлнă

Шупашкарти пĕр çул çаврăнăшĕнче, Никольский проспектĕнче, çăмăл машинине «итлеттереймен» 20-ри каччă юпана пырса тăрăннă. Инкек нарăсăн 18-мĕшĕнче, çурçĕр иртни 1 сехетре, Чкалов урамĕнчи 5-мĕш çурт умĕнче пулнă.

«Лада Приора» юпана пырса тăрăннă хыççăн çунма тытăннă. Водительпе 21 çулти икĕ çамрăк пассажир тÿрех пурнăçран уйрăлнă, 20 тата 17 çулсенчи тепĕр икĕ яша больницăна илсе çитернĕ. Йĕрке хуралĕ пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнман. Çакă паллă: водителĕн права пулман, ăна пĕлтĕр çулла, хирĕç çул çине тухнăшăн, туртса илнĕ.
 

Рубрика: