Комментари хушас

15 Нарăс, 2018

Сĕт ярмăркки уçăлать

Çак шăматкун, нарăсăн 17-мĕшĕнче Шупашкарти «Шупашкар» суту-илÿ центрĕнче «Сĕт тĕнчи» ярмăркка ĕçлеме пуçлĕ. Унта вырăнти сĕт-çу продукцине туса илекенсем хутшăнĕç. Ярмăрккăра усламçăсемпе фермер хуçалăхĕсем те хăйсен продукцине тăратĕç.

Экологи тĕлĕшĕнчен таса продукта вăтам хакпа туянма кăмăл пур-и? Ярмăркка кашни шăматкун пуш уйăхĕн 24-мĕшĕччен ĕçлĕ. Унта сĕт, йогурт, тăпăрчă, хăйма, сыр тата ытти сĕт юр-варне сутĕç.

 

Рубрика: 
Теги: