Комментари хушас

14 Нарăс, 2018

Утарçăсем канашларĕç

Муркаш районĕнче пĕр-пĕринпе ăмăртса тенĕн пыл хурчĕ ĕрчетеççĕ. Юлашки вăхăтра уйрăм çынсем те вĕлле йышне ÿстерсех пыраççĕ. Хальхи вăхăтра районта 250 утарçă. Пурĕ пĕрле вара 2200 пыл хурчĕн çемйи шутланать.

Иртнĕ çул предприятисенче 1,5 тонна сиплĕ çимĕç туса илнĕ. Фермерсен кăтартăвĕ те пĕчĕк мар: 500 кг. Шел, иртнĕ çул çу йĕпе-сапаллă тăни утарçăсен ĕçĕ-хĕлĕнче те сисĕннĕ. Çумăрлă çанталăкра хурт-хăмăр вĕçеймест, чечек сĕткенне пуçтараймасть. Çавна май пĕлтĕр 8-10% сахалрах пыл илнĕ.

Районта çулсерен Пыл сăпасне анлă паллă тăваççĕ. Уява хурт-хăмăр ăстисем сиплĕ çимĕçе кăтартма-сутма илсе тухаççĕ, «Чи тутлă пыл» конкурса хутшăнаççĕ.

Хурт-хăмăр ĕрчетме çăмăл мар. Çак ĕçе тин пуçăнакана уйрăмах та. Хальхи вăхăтра интернет, хаçат-журнал урлă ĕç вăрттăнлăхĕпе паллашма пулать-ха. Çапах хăш чухне ăстасен те пĕлменни ăнланманни сиксе тухать. Муркаш тăрăхĕнчи утарçăсем час-часах пĕрле пухăнса ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Нумаях пулмасть кунта семинар-канашлу иртрĕ. Ĕçлĕ тĕлпулăва Хурт-хăмăр ĕçĕн агентствин директорĕ Геннадий Максимов хутшăнчĕ. Вăл пухăннисене умри тĕллевсемпе, отрасльти çĕнĕлĕхсемпе, хуртсене уйрăмах хăрушă чиртен — варроатозран — сыхласси çинчен каласа кăтартрĕ. Курав та йĕркеленĕ. Унта хуртсене чир-чĕртен сыватмалли препаратсем, ятарлă литература тăратнă. Канашлура утарçăсемпĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.