Комментари хушас

14 Çу, 2014

Паттăрлăх нихăçан ан манăçтăр

"Тăван çĕр-шывшăн пуç хунисене асра тытасси – пирĕн тивĕç. Çамрăк ăрăва вĕсен тĕслĕхĕпе вĕрентсе ÿстермелле. Ачасем мĕн пĕчĕкрен аслă çĕр-шывăмăрпа мăнаçланма, мухтанма пултарччăр. Паянхи кун çакă питех те пĕлтерĕшлĕ. Хăшĕ-пĕри ĕмĕр манăçми историе çĕнĕрен çырасшăн, пирĕн халăх Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче фашизма çĕнтернине тĕрĕс хакласшăн мар. Кÿршĕри Украинăра юн юхать, унта пулса иртнишĕн чун ыратать, фашизма хирĕç çапăçса пуç хунисен паттăрлăхне манăçтараççĕ, çар мухтавĕн палăкĕсене пăрахăçа кăлараççĕ. Пирĕн çĕр çинче унашкалли нихăçан пулмĕ", – çапларах сăмахсем каласа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурне те Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламланă, çирĕп сывлăх, телей, ырă кăмăл суннă. Мирлĕ пурнăçра янкăр тÿпере çутă хĕвел пăхнинчен ырри çук.

Аслă Çĕнтерÿ 69 çул тултарнине халалласа Шупашкарта иртнĕ митинга Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче, уйрăм вырăнсенче паттăррăн çапăçнă ветерансем, ертÿçĕсем, депутатсем, Раççей Çар Вăйĕсен ветеранĕсем хутшăннă. Акă Алексей Алексеевич Яковлев каласа кăтартнă тăрăх – Хĕрлĕ Çар ретне ăна 1938 çулта чĕнсе илнĕ, финсемпе çапăçнă, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вĕçленичченех танкист пулнă. Львов, Киев, Харьков хулисене ирĕке кăларнă, Сталинградшăн çапăçнă. Румыни, Болгари, Венгри, Чехословаки çĕр-шывĕсене фашизмран хăтарнă, 1945 çулта яппунсемпе кĕрешнĕ çĕре хутшăннă.

Митингра çамрăк ăру ячĕпе хулари 36-мĕш шкулти кадет класĕнче вĕренекен Марина Семенова тухса калаçнă.

Çакăн хыççăн тĕп урампа Шупашкар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕ утса тухнă. Парада 1200 çын, 60 çар техники хутшăннă. Вăрçă вăхăтĕнчи техникăна сăнама уйрăмах кăсăклă пулнă. Т-34 танк историре паллă йĕр хăварнă, чи лайăх çар машини шутланнă. Пулеметлă тата танксене пĕтермелли пушкăллă ЗИС-5 автомашина фронт çулĕсемпе чупнă. БМ-13 е халăхра "Катюша" ятпа юлнă ракета комплексĕ, "Ан-2" самолет тата ытти техника та тухнă парада.

Хĕрлĕ тÿремре йăлана кĕнĕ тăрăх çар кухни йĕркеленĕ, салтак пăттине кашниех ас тивсе пăхма пултарнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.