Комментари хушас

13 Нарăс, 2018

Туслăх çуртĕнче Иван Яковлева аса илĕç

Кăçал чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Çавна май эрне кун, нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче, республикăри Туслăх çуртĕнче «Иван Яковлев çамрăксен чĕринче» мероприяти иртĕ.

Ку ĕçе Тутарстанри сумлă хăнасем — Теччĕ районĕнчи культура пайĕн пуçлăхĕ Юрий Сиякин, чăвашсен наци культура центрĕн ертÿçи Володар Тимофеев, Кăнна Кушки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Гаврилов, Иван Яковлев музейĕн директорĕ Алексей Пыркин — хутшăнĕç.

Культура, çутĕç паллă ĕçченĕсем «çавра сĕтеле» пуçтарăнĕç. Сцена ăстисем уяв концерчĕпе куракансен кăмăлне тупĕç.

 

Рубрика: 
Теги: