Комментари хушас

12 Нарăс, 2018

Улталаса субсиди илнĕ

Шупашкарта приставсем 50 çулти усламçăн пурлăхне арестленĕ.

Тĕп хулара пурăннă, Патăрьел районĕнче ферма хуçалăхĕ ертсе пынă арçын мелиораци техники туяннă тесе ЧР Ял хуçалăх министерствине суя документ тăратнă. Уншăн ăна 6 миллион тенкĕ ытла субсиди уйăрса панă. Кун пирки РФ суд приставĕсен федераци службин Чăваш Енри управленийĕн пресс-служби пĕлтерет.

Суд арçын уйрăмах пысăк виçепе улталанине çирĕплетнĕ, тăкака патшалăха тавăрса пама йышăннă. Çавна май приставсем бизнесменăн Тойота автомобилне, Патăрьел районĕнчи çĕр лаптăкĕн икĕ пайне арестленĕ. Саккуна пăсаканскерĕн вунă кунта тăкака саплаштармалла, унсăрăн пурлăха сутма тăратĕç.