Комментари хушас

5 Раштав, 2013

Заводра токарь çук. Мĕншĕн?

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер экономикăна модернизацилес тата ăна çĕнĕ технологисемпе пуянлатас тĕлĕшпе ĕçлекен канаш ларăвне ирттерчĕ. Унта хутшăннисене бизнесăн экологи хутшăнăвĕсенчи яваплăхĕ енĕпе Чăваш Ен пĕлтĕр федерацин 83 регионĕ хушшинче пĕрремĕшсен вырăнне тухнине пĕлтерчĕ.

Вĕсен ĕçне экологи-энергетика енĕпе хаклакан Интерфакс-ЭРА рейтинг агентстви субъектсен экоэнерги, технологи тухăçлăхĕпе аталанăвĕн, предприятисен экологи уççăнлăхĕн шайне тишкернĕ. Республикăри кашни предприятин производство калăпăшне, вĕсенче миçе çын ĕçленине, электроэнергипе еплерех усă курнине, ытти ыйтăва тĕпченĕ.

Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Владимир Аврелькин республика производство валли кадрсем вĕрентсе хатĕрлес тĕлĕшпе вĕренÿ заведенийĕсем, патшалăхăн тивĕçлĕ органĕсем мĕнлерех вăй хуни çинчен каласа пачĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ умĕнчи тĕп тĕллевсенчен пĕри - экономикăна инновацилесси. Иртнĕ ĕмĕрте производствăра чĕр тавар тĕп вырăн йышăннă пулсан халĕ вăл çукран е çителĕксĕртен йывăрлăха кĕрсе ÿкекен предприяти Чăваш Енре çукпа пĕрех. Тавар туса кăларакансемшĕн цехсенче ăста кадрсем пулни, вăл е ку ĕçре çĕннине, халĕччен усă курман технологисене пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

«Çывăх вăхăтрах ĕç дефицит пулса тăрĕ, - терĕ В.Аврелькин. - Кашни предприяти рабочи специальноçĕпе ĕçе илме çын шырать. Аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ паракан шкулсем предприятисене кирлĕ чухлĕ кадрсем вĕрентсе кăлараймаççĕ тата вĕсен професси пĕлĕвĕ чылай чухне паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтермест».

Мĕн пур харпăрлăхлă предприятисене ĕç меслетне алла илнĕ рабочисем çитменни ура хурать. Хăш-пĕр çĕрте çĕнĕ проектсене пурнăçлаймаççĕ. Рабочисем - республика экономикине аталантарма хутшăнакан кадрсен 37 %. Ытларах станок, руль, тимĕр шăратакан кăмака умĕнче, цехра е фабрика-заводра вăй хуракансем кирлĕ. Шел те, республикăри вĕренÿ заведенийĕсем предприятисем ыйтнине çав-çавах пĕрремĕш вырăна хурса йышăнмаççĕ. Çамрăксен 63 % аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ илет. Рабочи пулма вара институт е техникум пĕтермелле мар, колледж е профтехучилище дипломне илмелле.

Рабочисем çитменнине иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсенчи демографи лару-тăрăвĕпе те ăнлантармалла. Ун чухне ача чылай сахалрах çуратнăран та завод-фабрикăра вăй хуракан сахал. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç юрист, экономист, менеджер чи хисеплĕ те укçа ытларах кÿрекен професси тесе шухăшлама пăрахман-ха. Предприятисем вĕсене питех ыйтмаççĕ.

Докладçă республикăра кадр енĕпе йывăрлăхран мĕнле тухмаллине те уçăмлатрĕ. Професси пĕлĕвĕ паракан шкулсен тата предприятисен икĕ енлĕ çыхăнăвне çирĕплетмелле. Ăна яр уççăн кăтартакан тĕслĕх чылай. Сăмахран, Шупашкарти электромеханика колледжĕ кадрсем вĕрентсе хатĕрлес енĕпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе, «ЭЛАРА» обществăпа килĕшÿ çирĕплетнĕ. Ку ĕçе «Шупашкарти электроаппаратура завочĕ», «ЭГРО», «Чăвашкабель», «Трактор завочĕсем» концерн» обществăсем те хастар хутшăнаççĕ. «ЭЛАРА» кăçал вĕренÿ центрĕ валли 3,5 млн тенкĕлĕх оборудовани туяннă. Университет çитес çулсенче федераци программипе килĕшÿллĕн кадрсем вĕрентсе хатĕрлеме тытăнĕ. Ăна пурнăçлама 79 млн тенкĕ куçарĕç.

Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов экономикăна рабочисемпе, вăтам сыпăкри кадрсемпе тивĕçтерес ыйтăва 2013-2016 çулсенче предприятисене кирлĕ тĕрлĕ професси паракан нумай тĕллевлĕ 13 центр ĕçне йĕркелесе татса парасса шанать. Производствăна тивĕçтерекен специальноçсене кăна вĕрентме шухăшлаççĕ. Вĕренÿ çулне çитес çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласшăн.

Доклада сÿтсе явма РФ Федераци Канашĕн членĕ Галина Николаева та хутшăнчĕ. Раççейре рабочисем, инженерсем вĕрентсе хатĕрлес ыйту çивĕч тăнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Ăна еплерех татса памалли çул-йĕре кăтартрĕ. Уйрăммăн илсен предприятисемпе вĕренÿ заведенийĕсен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетмеллине палăртрĕ.

ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин каланă тăрăх - пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе республикăри министерствăсем çителĕксĕр хутшăнаççĕ. Ăна Вĕренÿ министерстви çине тÿпелеме хăтланаççĕ. «Кашни министерствăн хăйĕн отрасльне çитес 5 çулта кадрсемпе тивĕçтерме программа çирĕплетмелле, Вĕренÿ министерствине ярса памалла. Вăл пĕрлехи план тăвĕ».

Шупашкарти предприятисен ертÿçисене те итлерĕç. Ларăва республика Пуçлăхĕ пĕтĕмлетрĕ, вĕренÿ ĕçĕшĕн яваплă министрсенчен рабочисем вĕрентсе кăларас енĕпе çывăх вăхăтра мĕн-мĕн тумаллине уçăмлă палăртма, маларахри тĕллевсене пурнăçлама ыйтрĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.