Комментари хушас

Ырă тăвакансен çулталăкне халлаланă «Ырă йĕр» экологи марафонĕ вăхăтĕнче «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ «Шăнкăрч йăви» конкурс ирттерет. Хутшăнакансенчен кашниех хăйĕн шухăш хăватне ирĕке яма пултарать. Çав ĕçсемпе экологи сукмакĕнчи кайăк хулине çĕнетме усă курĕç.

Конкурса пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери кайăк кунĕнче, шăнкăрч йăвисем хăйсен вырăнне тупĕç.

Çĕнтерÿçĕсене дипломпа тата «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнчи экологи сукмакĕпе çÿремешкĕн ирĕк паракан сертификатпа чыслĕç. Ыттисене конкурса хастар хутшăннăшăн сертификат парĕç.

 

Марина ТУМАЛАНОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.