Салтак аттине çичĕ çул хывман
Патăрьел районĕнчи Тăрăнта пурăнакан Николай Крылов вăрçă ветеранĕпе тĕл пулсанах куç умне ватă асаттепе кукаçин сăнĕсем тухса тăчĕç: иккĕшĕ те кĕреçе сухаллă...
Микула пиччен те ватă çыннăн мăнаçлăх палли самай пуян: çăра та, вăрăм та, шуралнă та. Мĕн тесен те салтак тепĕр икĕ çултан тăхăр вуннă тултарать-çке! Хура-шурне самай курма вăхăчĕ çителĕклех темелле. Çулĕ шултăраланса пынăçемĕн вара пичĕ çинчи пурнăç паллисем те йышланнă, алли-ури те тукмакланнă, курпунĕ те палăрать.
Коля каччă чухне те яштак йĕкĕтех пулман иккен. Калаçу пуçламăшĕнче кун пирки вăл шÿтлĕрех те аса илчĕ.
- Салтак чупма кайсан эпир хамăр ушкăнпа пулас арăм килне те кĕнĕ иккен. Асламăшĕ ман çине пÿрнипе тĕллесе ыйтнине паянхи пекех лайăх ас тăватăп: «Ак ку, пĕчĕкки, тата камсен-ха? Вăл та салтака каять-и?» - терĕ тĕлĕнсе. Ара, эпĕ ун чухне ыттисенчен уйрăлса тăни каламасăрах паллă ĕнтĕ. Çÿллĕшпе - метр çурă, йывăрăшпа - 48 килограмм... - сухал айĕнче кулчĕ ватă.
Çапах та вун çиччĕри каччă Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме шанса панă пăшала ыттисемпе танах кăкăр çумĕнче çирĕппĕн тытнă. 1943 çулхи чÿк уйăхĕнче ялтан харăсах вун çичĕ каччăна тăван-пĕтенĕ уй хапхинчен вăрçа кăларса янă.
- Вăрнара лашапа шăп та лăп икĕ талăк кайрăмăр. Ултă уйăх «полтинник» текен миномет вăрттăнлăхне вĕрентнĕ хыççăн алла вĕр çĕнĕ винтовка тыттарчĕç, - синкерлĕ вăхăтсене пĕрин хыççăн теприне куç умне кăларчĕ ветеран.
Салтакăн тарлă аттине хывмасăр çичĕ çул тăхăнма тивнĕ унăн! Вĕрентÿ хыççăн вăл ыттисемпе пĕрлех Виççĕмĕш Прибалтика фронтне лекет. Штурмлакан батальонта разведкăн йывăр ĕçĕсене епле пурнăçланине паян кун та манмасть. «Çук» текен сăмах салтаксемшĕн пулман. Латвири пĕр чиркÿ çывăхĕнче иртнĕ хĕрÿ çапăçура Николая командир патне штаба çыру çитерме хушсан та вăл çăмăллăн çеç аллине тăнлав çывăхне тытнă. Нушаллă пулсан та хушнине ăнăçлă пурнăçланă. Шăпах çакăн чухне вăл штаб командирĕпе çывăх паллашать. Ырханкка та шуранка чăваш каччи вырăсла лайăх сыпăнтарса калаçайманнине лешĕ çийĕнчех сиснĕ-тĕр. Тÿрех салтак ăçтан пулнине ыйтать. Николай Чăваш çĕр-шывĕнчен иккенне пĕлсен командир ăна ыталасах илет. Çапла паллашса каяççĕ аякри вăрçă хирĕнче Улатăр вырăсĕпе Тăрăн чăвашĕ. Ун чухне туслашнă юлташ вăртахран та хаклăрах. Вăл ăна хăй патне чĕнсе кантарнă, апатлантарнă... Ун хыççăн вара вĕсем урăх курнăçман.
Пĕр çапăçура йывăр аманнă хыççăн Николай Владимировичăн госпитальте выртса сипленме тивнĕ. Тĕрĕссипе, чылай салтак ун витĕр тухнă темелле. Хул суранĕ вăхăтра пирченĕ, ăна офицерсен шкулне вĕренме яма хатĕрленĕ. Анчах шăпа тени урăхла çаврăнса тухнă. Çĕнтерÿ кунĕ хыççăн аманнисене хăйсен чаçне чĕнсе илнĕ те саппасри пиллĕкмĕш полка хĕсмете тăсма янă. «Туянакансем» килсенех салтаксене Луга хулине топографа вĕренме ăсатнă. Кунта вара тепĕр çулталăк иртнĕ. 1948 çулта Николай Владимирович Ленинграда пĕлĕвне малалла тăсма наука тĕпчев институтне килнĕ. Кунта икĕ çул топографсен уйрăмĕн командирĕ пулать. Аллăмĕш çулта çеç тăван яла таврăнать.
Салтак аттине хывнă хыççăн хĕрĕх ултă çул тĕрлĕ вырăнта ĕçленĕ. Чи нумай опыт пухни вара çул-йĕр юсакан участокра: мастер, техник, инженер... Шур сухал калашле, участок ертÿçинче çеç ĕçлеме ĕлкĕреймен.
Хальхи вăхăтра Н.Крылов ветеран сывлăх тĕлĕшĕнчен йăшнă пулин те хавхаланăвĕ пысăк-ха. Мăнукĕсен, вĕсен ачисен савăнăçĕпе, çитĕнĕвĕпе киленсе пурăнни вăй хушать ветерана.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ