Комментари хушас

5 Нарăс, 2018

Хаçат вуласан чăваша кайса килнĕ пекех туйăнать

«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатшăн пысăк тав! Кăçал икĕ номер вуларăмăр. Чăваша кайса килнĕ пекех туйăнчĕ. Юратнă хаçата çулталăк пуçламăшĕнчех кĕтме пуçларăмăр. Почтăна кайса килмесĕр те чун чăтмарĕ. Ара, уявра вăрах каннине мансах кайнă. Чăваш хаçатне алла тытсан чун лăштах пулчĕ. Ăна хамăн юлташа Алевтина Муравьевăна та вулаттартăм», — социаллă сеть урлă черетлĕ çыру ячĕ Сарă ту облаçĕнчи Липовка ялĕнче пурăнакан Ольга Васильева. Хаçат ĕçченĕсен кăмăлне çĕклеме пĕлет вăл. Унпа тахçанах çывăхрах паллашас килет. Мĕнле пурăнаççĕ-ши йăхташăмăрсем?

Ачисене вĕрентме тăрăшнă

«Чулхулари медицина институтне вĕренме кĕмешкĕн 22 балл пуçтармаллаччĕ, манăн 1 çитмерĕ. Каялла таврăнса Шупашкарти пир-авăр комбинатне ĕçе вырнаçма лекрĕ. Общежитире вырăн тупăнманран хваттер шырама пуçларăм. Пурăнмалли кĕтес хуçин шăллĕпе çемье çавăртăмăр», — аса илĕвĕнче çамрăклăха таврăнать Етĕрне районĕнчи Килтĕш хĕрĕ. Тăван тăрăхран куçса кайиччен Советскинчи, Килтĕшри шкул столовăйĕсенче те ĕçленĕ вăл. Шкулта «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă пулин те упăшки çамрăк арăмне вĕренме ярасшăн пулман. Çавăнпах сывлăх сыхлавçи пулас ĕмĕт ирхи тĕтре пекех сĕвĕрĕлнĕ. Кĕçех çемье Сарă ту облаçĕнче тĕпленнĕ. «Ачасене вĕрентме тăрăшрăм. Хĕрпе ывăл та — аслă пĕлÿллĕ. Иккĕшĕ те Шупашкарта диплом илчĕç. Наташа юриста вĕренчĕ. Качча тухсан тепĕр 7-8 професси алла илме вăй çитерчĕ вăл. Халĕ республикăн тĕп хулинчи атă-пушмак фабрикинче пуçлăх заместителĕнче вăй хурать. Сергейпе пĕрле пурăнатпăр. Веттухтăр, ял тăрăхĕн депутачĕ валли ĕç тупăнсах тăрать. Пирĕн таврари сыснасене те Африка чуми шар кăтартрĕ. Юрать-ха Липовкăрисене тĕкĕнмерĕç», — каласа кăтартать хаçат тусĕ. Хусан консерваторийĕнче вĕренекен мăнукĕн Аньăн çитĕнĕвĕсемпе те хăпартланать кукамăшĕ.

Ольга Аркадьевна çывăх тăванĕсемшĕн тунсăхлать. Вĕсем вара çулталăкне темиçе хут çула тухма ÿркенмеççĕ.

Ольга Васильева Сарă ту облаçĕнчи совхозра дояркăра ĕçленĕ. Тĕрлĕ шайри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă вăл. Кайран, çĕн йĕркелÿ тапхăрĕнче, совхоз арканма пуçласан пекарьнăра çăкăр пĕçерекенре те, лавккара сутуçăра та тăрăшнă лара-тăра пĕлменскер. Пур ĕçре те хисеп çĕнсе илнĕ чăваш хĕрарăмĕ.

Тивĕçлĕ канура та ахаль ларасшăн мар Ольга Аркадьевна. 6 ĕне, 3 вăкăр, 2 пăру усраççĕ вĕсем. Унсăр пуçне картиш тулли чăх-чĕп, кăвакал, кăркка çитĕнтереççĕ. Çулла, сăмахран, куллен 70-шер литр сĕт сутнă Васильевсем. «Халĕ 1 литр сĕте 20 тенкĕпе йышăнаççĕ, çулла 18 тенкĕпе пуçтарса каятчĕç. Сĕт турттаракан ма¬шина кил умнех чарăнни çав тери меллĕ», — сăмахлать çаврăнăçуллăскер.

92-ри кинемей юр тасатать

Ольга Васильевăн амăшĕ Пелагея Афанасьева кĕçех 92 çул тултарать. Чăваш Республикинчен пынăскер хĕрĕ патĕнче хăйне хăтлă туять. «Юр çунă хыççăн çул уçма ятарласах урама тухать вăл. Унран маларах тасатсан вара çилленет. Пирĕн ăна упрас килет-çке. Çавăнпах йывăр ĕçрен хăтарас тесе хулăн юра айккине илсе пăрахатăп. Вăл вара çула шăпăрпа шăлсах тасатса кĕрет. Картишĕнче ун хыççăн улăм пĕрчи те юлмасть. Çулла анне пÿрте кĕресшĕн те мар. «Мана уçă сывлăш кирлĕ», — тет. Пахчари çум курăкĕсене кăкласах тăрать», — кулленхи ĕç-пуç тавра сăмах хускатать йăхташăмăр. Шăпах Пелагея Петровна хăйĕн хĕрне «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатпа туслаштарнă.

«Кахал çынсен кăна нимĕн те çук», — ялти çынсен пурнăçĕпе кăсăкланнă май çапла калать Ольга Аркадьевна. Ал çавăрса янă хуçалăх нумаййине палăртать вăл. Ытларахăшĕ выльăх-чĕрлĕх усраса тупăш илет. Фермер хуçалăхĕсем те кăтартуллă ĕçлеççĕ-мĕн. Хăшĕ-пĕри тин çуралнă пăрăва — 5 пин тенкĕпе, уйăхрине 11-12 пинпе туянса çитĕнтерет. Çĕр ĕçĕпе аппаланакансем те ырă сăмаха тивĕç. Ольга Васильева, тĕслĕхрен, хăйĕн тата упăшки çине çыртарнă 36 гектар çĕр лаптăкне ялти пĕр фермера арендăна панă. Уншăн 2 тонна тырă, 40 литр тип çу, 2 михĕ çăнăх, прицепĕ-прицепĕпе улăм леçсех панă ăна. «Тĕлĕнмелле вăхăтра пурăнатпăр. Мĕн кирлине телефонпа кăна шăнкăравласа каламалла — çийĕнчех илсе килеççĕ. Ĕнесене кĕтÿçе шанса çарана кăларатпăр. Пирĕн патра пĕр пуçшăн уйăхне 400 тенкĕ тÿлеççĕ ăна. Эпир пĕлтĕр 9 пуç кĕтĕве хăвалаттăмăр. Çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те чупса тенĕ пек ĕçлесех кун иртет. «Ăçта каятăр? Выртăр, канăр», — тетĕп ик урана каçхине çывăрма выртсан», — килти хуçалăха аталантарнăскерăн кăмăлĕ лайăх.

Интернет урлă çыхăнаççĕ

Кăшт пушансанах аллине çекĕл тытать е çĕвĕ машини умне ларать вăл. Ал ăсти çÿçеллĕ тутăр çыхса тултарнă. Вĕсене парнелет, сутать, чиркĕве кайса парать чăваш хĕрарăмĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.