Комментари хушас

2 Нарăс, 2018

Кашни районтах баннер пур

Шупашкарта тата Çĕрпÿ районĕсенче çÿрерĕм, пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче суйлав пуласси çинчен ниçта та пĕлтерÿсем курмарăм. Лавккасенче, киосксенче Президент суйлавĕ пирки пĕр экземпляр саккун та асăрхамарăм — вырăсла та, чăвашла та. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ саккуна, пĕлтерÿсене чăвашла кăларма укçа ыйтнă-ши? Чăваш радиовĕпе те, телекуравĕпе те пĕлтерÿсем вырăсла çеç.

Алексей БОЙКОВ.

Ыйтăва ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн секретарĕ Сергей ТАРАСОВ хуравлать:

— Хальхи вăхăтра эпир тулашри рекламăпа ĕçлетпĕр. Суйлавçăсене информаципе тивĕçтерес тĕллевпе информаци продукцине хатĕрлесе вырнаçтаратпăр. Республикăри кашни районтах баннерсем пур. Çĕрпÿре те информаци материалĕ чылай. Тен, пирĕнтен чылайăшĕ баннерсене пăхма хăнăхман? Суйлав кампанийĕ вăй илсе пырать. Эпир хушма продукци /плакатсем/ пысăк тиражпа кăларма планлатпăр, вĕсене пĕтĕм учрежденире, лавккасенче, почта уйрăмĕсенче салатăпăр.

Саккунсем тенĕрен — федерацин суйлав прависен тĕп гарантийĕсем пирки калакан саккунне /67-ФЗ/ 2002 çулта йышăннă, çав тапхăртанпа унта 100 ытла улшăну кĕртнĕ. Урăхла каласан тепĕр суйлав çитнĕ çĕре саккунăн маларахри суйлавра усă курнă тексчĕ кăшт улшăнать: çĕнĕ нормăсем кĕртеççĕ, хăш-пĕр йĕркене кăлараççĕ. Çавăнпа издательсем ку саккуна кашни улшăну кĕртмессерен — кун пекки вара кашни кварталтах пулма пултарать — çĕнĕрен кăларасшăн мар. Эпир суйлав умĕн участоксенчи кашни суйлав комиссине федерацин суйлав прависен тĕп гарантийĕсем тата Раççей Президенчĕн суйлавĕ çинчен калакан саккунĕсен тексчĕсемпе тивĕçтеретпĕр. Кăмăлĕ пур тăк тата интернета кĕрсе юридици справочникĕсемпе паллашма май пулмасан хаçат вулаканĕ çак саккунсене суйлав кунĕ умĕн хăйĕн суйлав комиссийĕнче пăхма пултарать.

Халĕ федерацин суйлав кампанийĕ пырать. Ăна РФ Тĕп суйлав комиссийĕ йĕркелет, çавăнпа пĕтĕм материала, пĕлтерÿсене, видео- тата аудиороликсене Мускавра хатĕрлеççĕ, эпир вĕсен трансляцийĕсене тивĕçтеретпĕр. Енчен те регион шайĕнчи суйлав пулнă тăк информаци материалĕсене эпир хамăрах хатĕрлĕттĕмĕр, çав шутрах — чăвашла та. 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.