Комментари хушас

Манăн асаннене Зинаида Егоровна тесе чĕнеççĕ. Асаннен чи кĕçĕн мăнукĕ — эпĕ. Нумаях пулмасть тăхăр çул тултартăм çеç-ха. Мăнукĕсенчен чи асли вара вăтăр икĕ çулта.

Эпĕ асаннене питĕ юрататăп. Ăна итлетĕп, пулăшатăп. Йĕп çине çип тирсе паратăп, ăна валли хаçат, кĕнеке вулатăп. Кашни çĕнĕ сăвă вĕренмессерен каласа кăтартатăп. Эпир иксĕмĕр тĕрлĕ кино пăхма юрататпăр. Телевизор яратăп та каналсене куçарса асанне килĕштерекен кăларăма шыратăп, сассине ÿстерме е чакарма пулăшатăп.

Иртнĕ канмалли кунсенче асаннене çамрăклатас терĕм. Тахçанах питĕрĕннĕ хăлха çакки шăтăкне çĕнĕрен тиртĕм. Асаннем хитре пултăр тесе хăлха çакки çакрăм.

Юратнă çыннăм мана чиркĕве илсе çÿрет, кĕлĕсем вĕрентет, уявсемпе паллаштарать. Килте ватă çын пурришĕн эпĕ савăнатăп.

 

Анастасия КАРЛИНОВА, Патăрьел районĕ, Çĕньял шкулĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.