Комментари хушас

Чăваш Енре 7 пин ытла ача шкулта икĕ сменăпа вĕренет. Чылайăшĕ — Шупашкарта. 2021 çул тĕлне иккĕмĕш сменăна пĕтерме тĕллев лартнă. Çĕнĕ шкулсем тумашкăн пурнăç хăй хистет.

Авăн уйăхĕнче Çĕрпÿре çĕнĕ вĕренÿ учрежденийĕ алăкĕсене уçĕ. Пушă çĕр çинче çĕкленнĕскер 1 пин ачана йышăнма пултарĕ. Паян, кăрлачăн 30-мĕшĕнче, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова çĕнĕ шкула çитсе курчĕ, ашшĕ-амăшĕпе, ачасемпе тĕл пулчĕ. Алена Игоревна Çĕрпÿре темиçе çул каялла «Хĕвеллĕ хула» ача садне уçнине аса илчĕ. РФ Президенчĕ Владимир Путин анлă пресс-конференцире яслисенче 326 пин вырăн тăвассине палăртнăччĕ. «Юлашки çулсенче çĕршывĕпе 5 пине яхăн ача сачĕ ясли уçăлчĕ. Ясли тесе ахальтен палăртмастпăр. Вĕсем икĕ уйăх тултарнă ачана йышăнма хатĕр пулччăр. Психолог вара амăшне тĕрĕс йышăну тума пулăштăр, — терĕ вăл. — Ас тăватăп-ха, темиçе çул каялла çак вырăнта тăнине. Кунта шкул çĕклесен аван пулĕччĕ терĕмĕр. Укçа куçрĕ, шкул пур». Çĕршыври 14 регионра ачасем виçĕ сменăпа вĕреннĕ. Çак ыйтăва татса пама май килнĕ. Çĕнĕ шкул Çĕрпÿре иккĕмĕш сменăна пĕтерĕ. Депутат хушма пĕлÿ парас ыйтва та çĕклерĕ. Вăл тÿлевсĕр пулмалла. Кашни ача кружоксемпе секцисен ĕçне хутшăнтăр. Тепĕр ыйту — вăхăтпа тан утмашкăн кирлĕ пĕлĕве илесси. Кунта ашшĕ-амăшĕн сăмахĕ пĕлтершлĕ. Ăна педаогсен коллективĕпе сÿтсе явмалла.

Тĕл пулăва вĕçленĕ май Алена Аршинова шкулсен хăрушсăрлăхне çĕклессипе çуралнă шухăшсене уççăн пĕлтерме вăтаннисене çырса яма ыйтрĕ, аслă класра пĕлÿ пухакансене экзаменсенче ăнăçу сунчĕ.

 

Ольга КАЛИТОВА. Zivil.cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.