Комментари хушас

ЧР Министрсен Кабинечĕн паян иртнĕ черетсĕр ларăвĕнче пĕрремĕш ача çуралсан /усрава илсен/ уйăхсерен паракан тÿлеве палăртассипе тата тÿлессипе çыхăннă полномочисене «Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центр» хысна учрежденине парассине ырларĕç.

Çакнашкал центрсем кашни район-хуларах пур. Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев каланă тăрăх — вĕсем пурте ку енĕпе ĕçлеме хатĕр. Докладçă асăннă тĕллевсем валли федераци бюджетĕнчен укçа уйăрассине пĕлтерчĕ. Пĕтĕмпе 143,5 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. «Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Чăваш Ене федераци бюджетĕнчен 5,9 миллион тенкĕ килчĕ. Кăрлачăн 26-мĕшĕ тĕлне çемьере çуралнă пĕрремĕш ачашăн пособи палăртма ыйтса 11 заявлени çырнă, вĕсенчен 7-шĕ укçана илнĕ. Пирĕн прогнозпа килĕшÿллĕн — 2018 çулта ку тÿлеве 4,5 пин çемьерен кая мар илĕ», — терĕ министр. Вăл ку тÿлеве адреслăн панине, ăна çемьери пĕр çын пуçне тивекен тупăш 13995 тенкĕрен иртменнисем тивĕçме пултарнине палăртрĕ.

Çак пулăшу мери пирки çемьесен пĕлмеллех, мĕншĕн тесен ача çуралсан 6 уйăхран кая юлмасăр çак пособие пама ыйтса çырсан ашшĕ-амăшĕ пепке çут тĕнчене килнĕ кунранпах асăннă тÿлеве илме пултарать — пĕчĕкскер 1,5 çул тултаричченех. Ача çур çултан иртсен заявлени парсан вара — çав кунранпа çеç тÿлеççĕ. «Çакна кашниех пĕлтĕр. Ку пулăшу çемьесемшĕн пĕлтерĕшлĕ», — пĕтĕмлетрĕ Михаил Игнатьев.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.