Комментари хушас

29 Кăрлач, 2018

«Федераци центрĕ Чăваш Ене шанать»

Республикăн кăçалхи бюджетне улшăнусем кĕртесси, пĕрремĕш ача çуралсан /усрава илсен/ уйăхсерен паракан пособи, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура каланине пурнăçласси — çак ыйтусем ЧР Министрсен Кабинечĕн тунтикун иртнĕ черетсĕр ларăвĕнче тĕп вырăнта пулчĕç.

Ларăва уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн 2018 çулхи бюджечĕ тупăш енчен 3,3 миллиард тенке яхăн пысăкланассине пĕлтерчĕ. Федераци бюджетĕнчен уйăракан тÿлевсем /каялла тавăрса памалла маррисем/ 2 миллиард та 791 миллион тенкĕлĕх ÿсеççĕ те 18 миллиард та 750 миллион тенкĕпе танлашаççĕ. Регион Пуçлăхĕ республика хăй мĕн шантарнине /обязательствăсене/ пурнăçланăран федераци бюджетĕнчен хушма укçа-тенкĕ явăçтарма май килнине палăртрĕ. «Çак тÿлевсен виçи ÿсет, эппин, федераци центрĕ пире шанать. Çакă эпир федераци укçи-тенкипе тĕллевлĕ усă курнине çирĕплетет», — терĕ Михаил Васильевич.

Вăл Чăваш Енре социаллă обязательствăсене те ăнăçлă пурнăçланине асăнчĕ. Бюджетăн расхут пайĕ, социаллă политика валли яраканни, маларах асăннă улшăнусене пула 2017 çул тĕлĕшпе 9% пысăкланать, 12,7 миллиард тенкĕпе танлашать. Хушма укçа-тенкĕпе Муркаш, Етĕрне, Патăрьел районĕсенче шкул хăпартасшăн тата пуррисене тĕпрен юсаса çĕнетесшĕн. Çавăн пекех\социаллă сфера организацийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетесшĕн. Унсăр пуçне ЧР Çул-йĕр фончĕн калăпăшĕ те пысăкланĕ.

Республика бюджетне кĕртекен улшăнусемпе вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. Вăл федераци бюджетĕнчен килекен укçапа мĕн тума палăртнине тĕплĕн ăнлантарчĕ.

ЧР Обязательнăй медицина страхованийĕн территорири фончĕн кăçалхи бюджетне кĕртме сĕнекен улшăнусем пирки сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов каласа кăтартрĕ. Правительство членĕсем икĕ саккун проектне те ырласа йышăнчĕç.