Комментари хушас

Министрсен Кабинечĕн паянхи черетлĕ ларăвĕнче самай калаçтарнă ыйту общество инфратытăмĕн аталанăвĕн вырăнсенчи пуçарусемпе сăлтавланнă проекчĕсем валли муниципалитетсене субсиди парасси пулчĕ.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов 2018 çулта çакăн валли республика бюджетĕнчен 75 миллион тенкĕ уйăрма палăртнине пĕлтерчĕ. Анчах проектсем кăçал пĕлтĕрхинчен чылай ытларах, 210 пухăннă — çак укçа çителĕксĕр. Çавăнпа хальлĕхе 153 проект валли укçа уйăрассине ырланă. Ыттисем валли тата 36 миллион тенкĕ кирлĕ. Граждансем вара çав проектсене пурнăçлама хăйсем хутшăнма, укçа пухма хатĕррине çирĕплетнĕ. Çавна май укçан çителĕксĕр пайне Çул-йĕр фондĕнчен илесшĕн.

Михаил Игнатьев проектсен пахалăхне тивĕçлĕ шая çитерме хушрĕ, вырăнсенчи пуçарусене пурнăçлама Çул-йĕр фончĕн укçи те кирлине çирĕплетрĕ: «Çак проектсем вĕсем валли граждансем хăйсем те укçа пухнипе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çын хăй темиçе тенкĕ кăна хывтăр — çав обьектсем, вĕсен управлăхĕ тĕлĕшпе тирпейлĕ пулĕ, ку тĕслĕхре шăпах çакă хаклă».

Николай КОНОВАЛОВ.