Комментари хушас

Мускаври Çын прависен бюровĕн директорĕ, РФ Президенчĕ çумĕнчи çын прави тата граждан обществине аталантаракан канаш членĕ Александр Брод ĕнер Чăваш Республикин Общество палатин представителĕсемпе тĕл пулчĕ.

«Пирĕн тĕллев — регионсенчи общество ĕçченĕсене суйлав валли сăнавçăсене хатĕрлеме, суйлав юхăмне объективлă сăнама, граждансен ыйтăвĕсене хуравлама, суйлавçăсене право пĕлĕвĕ пама пулăшасси», — терĕ Александр Брод Чăваш Ене мĕн сăлтавпа килнине уçăмлатнă май. Общество палатинчи тĕл пулу та ăнсăртран мар: хальхи вăхăтра РФ Президенчĕн суйлавĕн ĕç-хĕлне сăнаса тăрас енĕпе регионсенче Общество палатисем хастарлăх кăтартаççĕ. «Ку питĕ лайăх. Эсир пулăшса пынипе влаç органĕсен тата право хуралĕн органĕсем йĕркене пăснине вăхăтра асăрхама пултаратпăр», — палăртрĕ Мускавран килнĕ хăна.

Хăш-пĕр регионта вăл е ку кандидатшăн вăйпа алă пустарни çинчен пĕлтернĕ тĕслĕхсем те пулнă. А. Брод палăртнă тăрăх — кашни информацие тĕплĕ тĕрĕсленĕ, телее, вĕсенчен пĕри те чăнлăхпа тÿр килмен. 

Чăваш Енри Общество палатин председателĕ Алексей Судленков регионти ведомство суйлав кампанийĕсене хатĕрленсе ирттерес енĕпе пысăк опыт пухнине палăртрĕ. Сăмахран, 2015 çулта Раççейри ирĕклĕ суйлавсен фончĕпе нумай вăхăтлăх программа пурнăçлама пуçланă. Палата çавăн пекех Чăваш Республикинче иртекен суйлавсен общество контролĕн проектне ĕçе кĕртнĕ. Вăл суйлавçăсем валли йĕркеленĕ «хĕрÿ линие» тата общество сăнавçисен «Эпĕ — гражданин» корпусне пĕрлештерсе тăрать.

Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕпе тунă килĕшÿпе хальхи вăхăтра пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртекен РФ Президенчĕн суйлавĕ валли общество сăнавçисен корпусне йĕркелес тĕлĕшпе ĕçленине пĕлтерчĕ А.Судленков. Пĕтĕмпе Чăваш Енре 2,5 пине яхăн сăнавçа вĕрентсе хатĕрлеме йышăннă. Çавăн пекех Общество палати граждансен суйлав прависене пурнăçа кĕртес ыйтусемпе коммерцилле мар вунă организаципе пĕрле ĕçлеме килĕшÿ тунă. Çитес вăхăтра ку ĕç-хĕле тата вунă пĕрлешÿ хутшăнма хатĕрленет.

 

Валентина БАГАДЕРОВА