Икĕ урасăр юлсан...
Шупашкар хулинче пурăнакан пĕрремĕш ушкăн инваличĕ Алексей Михайлов пĕлтĕр Сусăрсен пĕтĕм тĕнчери кунне санаторире кĕтсе илчĕ. «Çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа санаторие темиçе хут та килтĕм. Атăл хĕрринче вырнаçнă республикăри социаллă реабилитаци центрĕ маншăн иккĕмĕш кил пулса тăчĕ. Кунта тавралăхĕ илемлĕ, сывлăшĕ таса», — терĕ Алексей Владимирович.
Алексей Михайлов ача чухнех музыкăна юратса ÿснĕ, физкультурăпа спортсăр пурăнма пултарайман. Тĕп хулари 29-мĕш вăтам шкулта 8-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн Леша Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине кĕнĕ. Кунта вăл Виктор Ходяшев композитор ертсе пынипе музыка теорийĕн уйрăмĕнче тарăн пĕлÿ илнĕ, пианино калама вĕреннĕ. Училищĕрен 1988 çулта вĕренсе тухнă 19-ти йĕкĕте Элĕк районĕнчи музыка шкулне ĕçлеме янă. Кунта шăпăрлансене пианино калама виçĕ уйăх вĕрентнĕ, часах ăна Совет çарне илнĕ. Пултаруллă ентеш Самар хулинчи Атăлçи çар округĕн оркестрĕн мусăкçи пулса тăрать.
1989 çул варринче çар округĕн командующийĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн оркестрăн мусăкçисемпе артисчĕсен çуррине аякри регионсене ăсатнă. Алексей Михайлов Камчаткăри полка лекнĕ. Нумаях та вăхăт иртмен — Лăпкă океан хĕрринче вĕренÿ пуçланнă. Çĕр çинче те, тинĕсре те темиçе куна тăсăлнăскер вăрçа аса илтернĕ. Çак «çапăçура» Алексей Михайлов икĕ урине те йывăр амантнă. Вĕренÿ вĕçленсенех ăна Хабаровскри госпитале янă, унта ăна лайăх сипленĕ пулин те Алексей урасăр тăрса юлнă. Инçет хĕвел тухăçра çур çула яхăн пурăннă хыççăн аманнă салтака Крымри санаторие куçарнă. Унта Алексей хăйне лайăхрах туйма пуçланă, кÿмепе çÿреме хăнăхнă.
1990 çулхи ака уйăхĕнче Шупашкара таврăнсан каччă юлташĕсем сĕннипе «Феникс» спорт клубне çÿреме тытăннă. Кунта Алексей ухăран перессипе 1985 çулхи тĕнче чемпионкипе Ирина Солдатовăпа паллашнă. Ирина Борисовна ăна ухăран пеме вĕрентнĕ, каярахпа дартспа кăсăклантарнă. Чĕрĕк ĕмĕр каялла вăл республикăра, Тольяттире, Самарта, Мускавра иртнĕ ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă.
— Çĕршывра тата пирĕн республикăра инвалидсен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе чылай ĕç тăваççĕ. «Феникс» спорт клубĕнче тус-юлташ нумайланчĕ. Нимĕн чухлĕ те кичем мар мана, — терĕ Алексей Михайлов. Икĕ урасăр пулин те пуç усмасть 48 çулти арçын, ырă çынсем пулăшнипе йывăрлăхсене парăнтарса малаллах талпăнать.