Комментари хушас

Паян «Чăваш Ен» ПТРК ĕçченĕ Ирина Паргеева «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕнче пулчĕ. «Ăраскал» радиокăларăма ертсе пыраканскер ку хутĕнче ăна Чăваш пичечĕн кунне халалланă.

«Çамрăксен хаçачĕн» туслă йышĕ журналист ĕçĕн тĕрлĕ енĕпе, хăш-пĕр вăрттăнлăхĕпе паллаштарĕ. Хаçат вулакансене мĕнпе пулăшнине, интереслĕ материалсем шыраса тупас тĕллевпе республикăн тĕрлĕ кĕтесне çитсе килнине, унти пăтăрмахсене, нумай пулмасть кун çути курнă чи çивĕч те витĕмлĕ статьясене аса илчĕç корреспондентсем. Алина Изман редактор çĕнĕ рубрикăсем пуçарни, вулакансен географийĕ анлăланни, вĕсен йышĕ ÿсни пирки хыпарлĕ. Вулакансем ытларах мĕнле çырусем вĕçтереççĕ редакцие? Мĕнпе пулăшма ыйтаççĕ? Ку тата ытти интереслĕ ыйтусен хуравĕсене те эрнекунхи «Ăраскал» кăларăмра итлесе пĕлĕр. Вăл 18 сехет те 30 минутра эфира тухĕ. Ăна 12 çултан аслăрах радиоитлекенсем итлеме пултараççĕ.

РАДИОКĂЛАРĂМ...

Нина ЦАРЫГИНА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.