Комментари хушас

2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре курорт налукĕ текен ăнлав вăя кĕрет. Эксперимент шайĕнче ăна Алтай, Ставрополь, Краснодар крайĕсенче тата Крым Республикинче «ĕçлеттерсе» пăхма палăртнă. Асăннă налука \çав тăрăхсене канма килекенсенчен илĕç. Унăн виçи талăкне 100 тенкĕ таран пулĕ.

* * *

2018 çултан тытăнса куçман пурлăхшăн илекен налука кадастр хакне шута илсе тÿлемелле пулать. Халиччен асăннă налукăн виçине куçман пурлăхăн инвентаризаци хакне тĕпе хурса шутласа палăртнă пулнă.

* * *

2018 çулта тÿлевсĕр приватизаци вĕçленет. 2005 çулччен заявлени панă тăлăх ачасем тата Крымра пурăнакансем кăна тÿлевсĕр приватизаци йĕркипе усă курма пултараççĕ.

* * *

2018 çултан тытăнса электрон мелĕпе туса хатĕрленĕ «больничнăй» хут тулли çаврăнăша кĕрет. Унпа пĕрлех, паллах, хут çине çырса хатĕрленипе те усă курма ирĕк пулĕ.

* * *

2018 çулхи кăрлач уйăхĕнчен тытăнса сăрана 1,5 литртан пысăкрах калăпăшлă пластик савăтра сутма чараççĕ. Йĕркене пăснăшăн штраф тÿлеттереççĕ. Çĕнĕ çултан пуçласа çавăн пекех ют çĕршывран кÿрсе килнĕ хĕрлĕ эрехе маркировка тума тытăнаççĕ. Кĕленче çинче çав эрехе туса хатĕрленĕ виноград пахчи ăçта вырнаçнине тата асăннă эрехе хăçанхи тухăçран хатĕрленине кăтартни пулмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.