Комментари хушас

Çĕнĕ çул умĕн çулталăка пĕтĕмлетме хăнăхнă. «Чăваш хĕрарăмĕн» редакцийĕ те иртсе пыракан çул кăтартăвĕсем тăрăх нумай ырă сăмаха тивĕçрĕ.

Татьяна Наумовăна Раççей МЧСĕ çĕршыв шайĕпе ирттернĕ «Паттăрлăх çăлтăрлăхĕ» фестивальте хăрушсăрлăх тата çынсене çăлас ыйтусемпе çырнă статьясемшĕн «Вут-çулăмлă калем» сертификатпа чысларĕ.

Маргарита Ильина Чăваш Республикинчи общество палати кăçал журналистсен хушшинче пĕрремĕш хут ирттернĕ конкурсра палăрчĕ — граждан обществин аталанăвĕн ыйтăвĕсене хускатнăшăн «Пурнăçа лайăх енне улăштарасчĕ» номинацире иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.

«Чăваш хĕрарăмĕнче» чăнласах пултаруллă журналистсем ĕçленине çирĕплетсе Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ редакцие Хисеп хучĕпе хавхалантарчĕ.

Ĕçтешĕмĕрсене саламлатпăр! Çитес çул татах та ытларах ырă хыпар илсе килессе шанатпăр.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.