Çĕнĕ çул парни
Çĕнĕ çул ытларах ырă кĕтменлĕхсемпе, асамлăхпа, парнесемпе асра юлать. Кÿкеçри хавшак сывлăхлисен шкулĕнче вĕренекенсемшĕн паян шăпах çавăн пек савăнăçлă кун. Кунта кĕçĕн класра вĕренекенсен елки пулчĕ. Ку çеç-и? Вĕсене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн директорĕ Николай Николаев саламларĕ.
Николай Станиславович асăннă шкула музыка центрĕ, кунти ача садне тĕрлĕ оборудовани парнелерĕ, шăпăрлансене лайăх вĕренме, пултарулăха аталантарма ырă сунчĕ. Сăмах май, травматологи центрĕпе пĕлÿ çурчĕ 7 çул çыхăну тытаççĕ. Шупашкарсем Кÿкеçсене техникăпа, оборудованипе çулсеренех пулăшаççĕ. Шкул директорĕ Станислав Петровский хăнасене кăçалхи çĕнĕлĕхсемпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Тĕплĕнрех — «Хыпарăн» çитес кăларăмĕнче.