Комментари хушас

27 Раштав, 2017

Медицинăра укçа дефицичĕ чакса пырать

Мbнистрсен Кабинечĕн кăçалхи юлашки ларăвĕ паян Иван Моторин премьер ертсе пынипе иртрĕ. Граждансене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли патшалăх гарантийĕсен программине кĕртмелли улшăнусем çинчен сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов каласа пачĕ.

Медицина бюджечĕ 16 миллиард тенкĕпе танлашать, апла пулин те республика прокурорĕ Василий Пословский тĕрĕслев Чăваш Енре çын пуçне тивекен тăкаксене нормативсенчен пĕчĕкрех çирĕплетнине аса илтерчĕ: халь çак саманта шута илнĕ-и?

Министр сывлăх сыхлавĕн расхучĕсене икĕ миллиард тенкĕлĕх ÿстернине палăртрĕ, çапах тăкаксем пурпĕр дефицитлă — укçа тата 13% çитмест. Анчах çакă нумай регионшăн кăтартуллă-мĕн — Раççейĕн 72 субъектĕнче медицина енчĕкĕ дефицитлă. Чăваш Енре ку дефицит 2011 çулта 56% чухлех пулнă, халь ăна чакарса пыма вăй çитерни куç кĕрет. Пирĕн çак виçе паян федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенчипе танлаштарсан чи пĕчĕкки-мĕн. Финанс министрĕ Светлана Енилина ку енĕпе сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем коммерци мелĕпе ĕçлесе илекен укçа пулăшнине çирĕплетрĕ. Çав шутра — урăх регионсенче пурăнакансене медпулăшу кÿнĕшĕн килекен укçа та. Çакă çын пуçне тивмелли тăкаксен хайхи стандарчĕсем патне çывхарма май парать. Прокурора хурав тивĕçтерчĕ пулас — текех ыйту пулмарĕ.

 

Рубрика: