Комментари хушас

25 Раштав, 2017

Газ парăмне вăхăтра татмалла

ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев укçапа çыхăннă самай темăна çĕклерĕ.

Вăл электроэнергин гарантилекен поставщикĕсем çинчен калакан указа алă пусни пирки пĕлтернĕ май энергосбыт компанийĕпе çыхăннă улшăнусем пуласси пирки пĕлтерчĕ. Шел те, çакă потребительсемшĕн кăмăллă хыпар мар. Вĕсен хăш-пĕр категорийĕшĕн электроэнерги хакланĕ. Анчах ку уйрăм çынсене пырса тивмĕ. Тарифсен службин ертÿçи Марина Кадилова çитес çул электричество тарифĕ 4% пысăкланассине çирĕплетрĕ.

Михаил Игнатьев «Газпром» ертÿçисемпе курнăçасси пирки евитленĕ май кăмăлсăрлăхне пытармарĕ: «Юлашки виçĕ çулта кăна пирĕн газшăн тÿлемелли парăм икĕ хут, ытларах та ÿснĕ. «Коммуналлă технологисем» ООО мĕнле ĕçлет — ăнланмалла мар. Укçана хăшĕ-пĕри вăрлани те паллă — уголовлă ĕçсем те пур… Хамăрăн вара Атăл леш енне газификацилемелле — 700 миллион тенкĕлĕх проект пуласлăхĕ эпир парăмсене татас енĕпе мĕнле ĕçленинчен те килет».

Рубрика: 
Теги: