Комментари хушас

25 Раштав, 2017

Промпроизводство ÿсĕмлĕ

Çулталăк вĕçленсе пырать — пĕтĕмлетÿсем тума та вăхăт. ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура республикăн кăçалхи вун пĕр уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тшкерсе хакларĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев промышленноç вăй илсе пынине пайăррăн палăртрĕ. Ял хуçалăхĕнче те ÿсĕм пур, анчах — кĕтнĕ чухлех мар. Строительство вара «уксахлать» — çакă çынсем хваттер туянасси чакнипе тÿрремĕнех çыхăннă. Çынсен тупăшне илес тĕк — вăл ÿссе пыни савăнтарать.

Республикăн кăрлач-чÿк уйăхĕсенчи ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсемпе вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарчĕ. Ÿсĕмлĕ ĕçлекен предприяти чылай. Çакă машиностроение те пырса тивет. Çав шутра — «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсене те. Çав вăхăтрах Çĕмĕрлери автофургонсен тата ятарлă автомобильсен завочĕсем техника туса кăларассине чакарнă иккен. Çакă кăçал патшалăхăн оборона саккасĕ пĕчĕкленнипе сăлтавланнă.

Хими промышленноçĕн кăтартăвĕсем аван: пĕлтĕр 25 миллиард тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатнă пулсан кăçал çак кăтартăва 30 миллиард тенке çитерме пултарнă. Электротехника производстви, шел те, иртнĕ çулхи шая çитеймен-ха. Владимир Александрович Чăваш Енĕн тулаш суту-илÿ çаврăнăшĕ ÿссе пынине кăмăллăн палăртрĕ. 

 

Рубрика: