"Хыпар" издательство çурчĕн хаклă парнисен хуçисем паллă
Ай-хай, тăвансем, сире курма килтĕмĕр тесе юрларĕç паянхи концерта уçнă юрăра Валерий Клементьев тата "Самана" ушкăн. Зал тулли халăх маттур артистсен пултарулăхĕпе киленнипе пĕрлех "Хыпар" издательство çурчĕн хаклă парнисене: кĕпе çумалли автомат машинăна тата сенсор экранлă телефон - выляттарнине курма пултарчĕç. Телейлисен шăпине залран чĕнсе кăларнă 6 çулти Даша татса пачĕ: шăпах вăл хаçат-журнал çырăнса лотерея вылявне хутшăнма кăмăл тунисен ячĕсене туртса кăларчĕ.
Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменне пухăннисене "Хыпар" хаçатпа ырă хыпар илсе тăма сунчĕ те, паянхи çак самантри ырă хыпар Вăрнар районĕнчи Кивьял Хапӑс ялĕнчи О.Н. Яковлевшăн тата Шупашкарти 15-мĕш ача садне пепки çÿрекен ачан амăшĕшĕн Елена Долгушевăшăн пулчĕ. 2018 çулхи пĕрремĕш çур çул валли "Хыпар" хаçат çырăннă О.Н. Яковлев кĕпе çумалли машина выляса илчĕ, ача-пăча кăларăмĕсенчен пĕрне суйланă Елена Долгушева - сенсор экранлă телефон. Çĕнтерÿçĕсем залра пулманнине кура эпир вĕсене "Хыпар" издательство çуртĕнче кĕтетпĕр. Сертификата та, парнене те унта парăпăр.