Комментари хушас

22 Раштав, 2017

Çĕнĕ çул парни — полици тата граждансем валли

Хăй вăхăтĕнче республикăн шалти ĕçсен министрĕ пулнă, паян ШĔМ ветеранĕсен канашне ертсе пыракан Михаил Киселев аса илнĕ тăрăх, чылай çул каялла патшалăх автоинспекцийĕн çуртне хута янăранпа милици, унтан полици валли Шупашкарта çакнашкал пысăк объектсене хута яман. Паян вара харăсах икĕ çурта уçрĕç. Пакунлă çынсене саламлама ятарласа килнĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакна полици валли Çĕнĕ çул ячĕпе хатĕрленĕ пысăк парне тесе хакларĕ.

ШĔМĕн Шупашкарти Карл Маркс урамĕнчи иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчех çĕкленĕ «тĕп кантурĕ» çумне тĕртсе çĕкленĕ 11 хутлă çĕнĕ çурта уçнă май шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин ĕçсем ансат пулманнине пытармарĕ. Проекта 2008 çултах хатĕрленĕ, строительствăна вара 2014 çулта пуçарнă — вăл тинех вĕçленчĕ. Куншăн РФ ШĔМĕн ертÿçисене тав тумалла: укçа уйăрнă – 204 миллион тенкĕ ытла. Унпа тухăçлă усă курнă. Республика, хула влаçĕсен тÿпи те пур — 21 миллион тенкĕ ытла хывнă. 

Пухăннисене саламланă май регион ертÿçи Михаил Игнатьев йĕркелĕх хуралĕ валли лайăх условисем туса пани граждансен хăрушсăрлăхне çирĕплетме пулăшасса шаннине палăртрĕ. Тепĕр тесен çак условисем, министр шучĕпе, республикăра пурăнакансем валли те: вĕсем полици пулăшăвĕпе усă кураççĕ вĕт.

Тепĕр объект та инçе мар вынаçнă — Дзержинский урамĕнче. Унăн строительстви те çăмăл пулнă тееймĕн. Хăй вăхăтĕнче ăна Патшалăх наркотĕрĕслев комитечĕн республикăри управленийĕ валли тума пуçланă. Анчах асăннă службăна пĕтерчĕç, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекенсем Шалти ĕçсен министерствин тытăмне куçрĕç. Çавна май çурт строительстви те чарăнса ларнă. Çĕршвыра Наркотĕрĕслев службин регионсенчи икĕ управленийĕ валли кăна çĕнĕ çуртсем тăвассине пуçарнă-мĕн — пирĕн патра тата Иркутскра. Чăваш Енри, акă, хута кайрĕ, Иркутскра вара ĕçсем вĕçленмен-ха.

Пилĕк хутлă çĕнĕ çурт лаптăкĕ — 9,4 пин тăваткал метра яхăн. Проектпа смета хакĕ — 427,6 миллион тенкĕ ытла. Наркотиксемпе кĕрешекенсемсĕр пуçне кунта уголовлă шырав управленийĕ, оперативлă шырав информацийĕн пайĕ, экспертизăпа криминалистика пайĕ, экстремизмпа кĕрешекен центр, ытти подразделени вырнаçаççĕ. Унчченхи спецназ Росгварди тытăмне куçнă май пĕр вăхăт ШĔМĕн унашкал вăй тытăмĕ пулманччĕ. Вăл кирлех пулнине ăнланса илнĕ хыççăн çĕнĕрен йĕркеленĕ «Гром» отряд валли те кунтах вырăн тупнă.

 

Теги: