Комментари хушас

19 Раштав, 2017

Каяш ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ чакать

Паян Правительство çуртĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Сергей Павлов Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе, вырăнти хăй тытăмлăх, общество организацийĕсен, предприятисемпе учрежденисен ертÿçисемпе «çавра сĕтел» ирттерчĕ. Пурне те пĕр ыйту хумхантарчĕ - производствăри тата йăлари хытă каяша çынсене, тавралăха сиенсĕрлетмесĕр вăхăтра та тĕплĕ вырнаçтарасси.

2014 çулта РФ Правительстви 16 çул каялла йышăннă «Производство каяшĕ тата ăна тирпейлесси çинчен» саккуна улшăнусем кĕртни каяша пуçтарса тирпейлес тата пытарас ĕçе çĕнетме хистет. Çак ĕçе субъектсенче 2019 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле. Реформăпа килĕшÿллĕн санкцилемен «полигонсене» тĕпрен пĕтермелле.

"Шел те, çĕнĕ тытăма куçас ĕç республикăра кăçал пурнăçланаймарĕ, - терĕ Сергей Владимирович. - Капланса-тымар ярса пынă ыйтăва çитес çул татса памаллах пирĕн".

ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Александр Коршунов пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре хытă каяша 13 объектра йышăнаççĕ. Анчах ун çинчен пурте пĕлмеççĕ. Ĕç кал-кал пытăр тесен конкурс йĕркипе регион операторне суйласа илмелле. Унăн Строительство министерствипе РФ Правительстви халăх валли йышăннă хаксене шута илсе пĕрлехи тариф çирĕплетмелле. 

ЧР строительство министрĕ Владимир Михайлов хытă каяша уйăрса сортлакан станцисем кирлине палăртрĕ. Вĕсене çитес çул Канаш хулипе Çĕмĕрле районĕнче тăвасси çинчен хыпарларĕ. Тимĕр-тăмăра, кивĕ хута, кĕленче тата пластмасса таврашне йышăнакан пунктсем пур чухне мĕншĕн полигона ăсатмалла? Çавна май полигона леçмелли каяш калăпăшĕ самаях пĕчĕкленнĕ пулĕччĕ, укçа та перекетленĕччĕ. Хальлĕхе кунашкал комплекс тата станци Шупашкарта кăна ĕçлет. Канаш хулипе Çĕмĕрле районĕнче те хута кайсан республикăн кăнтăр енчи районсенче пурăнакансене каяша вырнаçтарма çăмăлрах пулĕ, ыйту çивĕчлĕхĕ те чакĕ.

Теги: