Комментари хушас

19 Dec, 2017 | Хыпар | Хула | ачасем

Шупашкарти ача садне çÿрекен арçын ача Пĕрремĕш канал кăтартакан «Лучше всех» кăларăма хутшăнса тĕнче уçлăхĕ пирки питĕ нумай пĕлнипе тĕлĕнтернĕ.

Пилĕк çулти Максим Казынкин планетăсемпе икĕ çул каялла кăсăкланма пуçланă. «Пĕтĕмпех ăнсăртран пулса тухрĕ, — каласа кăтартнă арçын ачан амăшĕ. — Планетăсем юрă юрлани çинчен мультфильм курнă хыççăн вăл космоспа çыхăннă фильмсене ытларах пăхма, кĕнекесем вулама тата карттăсене тĕпчеме пуçларĕ. Тĕнче уçлăхĕ çинчен çырнă пĕр кĕнекене кунне 20 хутчен вулаттаратчĕ. Халĕ хăех телекуравпа ăслăлăх фильмĕсене шыраса тупать. Юлашки вăхăтра спутниксемпе кăсăкланма пуçларĕ».

Арçын ачана тĕнче уçлăхĕ çеç тыткăна илмен. Максим актер ăсталăхĕн студине çÿрет, роликпе ярăнма юратать, садикре иртекен пултарулăх мероприятийĕсене хастар хутшăнать.

Валентина БАГАДЕРОВА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.