Комментари хушас

19 Раштав, 2017

Ырă ячĕ - ĕмĕр асра

Раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарти Ленин проспектĕнчи 24-мĕш çурт çине асăну хăми авторĕ — Евгений Майоров вырнаçтарчĕç. Вăл Николай Терентьев пултарулăхĕ çинчен нумай-нумай çул аса илтерсе тăрĕ…

Николай Терентьев чăваш театр искусствинче тата драматургийĕнче пысăк вырăн йышăнать. Вăл — 40 ытла пьесăпа сценари авторĕ. Унăн произведенийĕсем Шупашкар, Чĕмпĕр, Ворошиловград, Брянск, Барнаул, ытти хула театрĕсен сценисем çине тухнă…

Асăну хăмине уçма хутшăннă Чăваш Енри театрсен деятелĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Медведев, СССР халăх артисчĕсем Вера Кузьмина тата Валерий Яковлев, Чăваш халăх писателĕ Анатолий Кибеч, Чăваш халăх артистки Валентина Музыкантова пултаруллă çыравçă пирки нумай ăшă сăмах каларĕç. Н.Терентьевăн мăшăрĕ Мария Ивановна, ывăлĕ Алексей, тăванĕсем çывăх çыннипе çыхăннă аса илÿсемпе паллаштарчĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.