Комментари хушас

13 Раштав, 2017

Шалăва вăхăтра паманнине комисси ларăвĕнче сÿтсе яврĕç

Кирек кам та ĕçе тупăш илес тĕллевпе çÿрет. Анчах тепĕр чухне шалăва вăхăтра паманни те пулатьÇакнашкал предприятисен ĕç-хĕлне паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи комисси ларăвĕнче сÿтсе яврĕç.

ЧР транспорт министрĕ Владимир Иванов уйрăмах кăткăс финанс лару-тăрăвне кĕрсе ÿкнисен шутĕнче «Чăвашавтотранс» тата «Чăвашавтодор» предприятисене палăртрĕ. «Чăвашавтодорта», сăмахран, 802 çын умĕнчи шалу парăмĕ 50 миллион тенкĕрен иртнĕ. Евгений Добрынин конкурс управляющийĕ пурлăха сутнă хыççăн килес çул нарăс уйăхĕнче парăмсене татасса шаннине палăртрĕ. ЧР строительство министрĕ Владимир Михайлов «Алса», «Суор» организацисенче те кăткăслăхсем пурри çинчен, вĕсен ĕç-хĕлне сăнасах тăни çинчен каларĕ.

Налук органĕсем, ведомство ертÿçи Марина Петрова палăртнă тăрăх, «сăрă» схемăпа ĕçлекенсене, налук тÿлессинчен пăрăнакансене тупса палăртас тĕллевпе час-часах рейдсем йĕркелеççĕ. Кăçал, сăмахран, 559 тĕрĕслев ирттернĕ, пин ытла саккуна пăснă тĕслĕх тупса палăртнă. Йĕркене пăсакансем вак суту-илÿ, автосервис, парикмахерскисен сферинче ытларах пулнине палăртрĕ Марина Петрова.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурин те — ĕç паракансен те, вĕсем патне тара кĕрĕшекенсен те — тивĕçе туйса, саккуна пăхăнса ĕçлемеллине палăртрĕ.

Теги: