Комментари хушас

13 Раштав, 2017

Чиновник 2-3 çыншăн ĕçлеет-и?

Пурăнмалли çурт-йĕрĕн капиталлă юсавĕшĕн хывакан тÿлев ÿсессинчен пуçласа Республика кунне уявласси таранах — Министрсен Кабинечĕн паян иртнĕ ларăвĕн кун йĕрки самай анлă пулчĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Патшалăх граждан служби çинчен калакан саккунăн уйрăм пунктне пурнăçлассине чарса лартас ыйтупа вице-премьер — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев сăмах илчĕ. Çав пунктпа чиновниксене çурт-йĕр туянма субсиди парассине çирĕплетнĕ. 2012-2014-мĕш çулсенче 70 çынна пулăшнă — 74 млн тенкĕ уйăрнă. Унтанпа субсиди паман. Çитес çул та памĕç — чарăва ырларĕç. Чиновниксем тенĕрен, Михаил Игнатьев влаç пÿлĕмĕсенчи вакантлă вырăнсене йышăнмашкăн чăннипех маттур та пултаруллă çынсене суйласа илмелли пирки асăрхаттарчĕ: «Вĕсем 2-3 çынна улăштарма пултарччăр — паян çавăн пек çынсем кирлĕ».