Комментари хушас

13 Раштав, 2017

Умра - капмар çурт: ялта çĕнĕ ФАП уçăлнă

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кивĕ Атикассинче тата Вырăсушкăньте пурăнакансем Çĕнĕ çул уявĕ умĕн хаклă та сумлă парнене тивĕçрĕç: раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче кунта ФАПăн çĕнĕ йышши çурчĕ хута кайнă ятпа пысăк уяв иртрĕ. Савăнăçлă мероприятие ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Светлана Ананьева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ — Чăвашпотребсоюз обществин канашĕн председателĕ Валерий Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Игорь Живоев тата ыттисем хутшăнчĕç.

«Чăваш Ен Пуçлăхĕ пуçарнипе 2013 çултанпа 145 ФАП туса лартнă. Фельшерпа акушер пункчĕсенчен республикăра кашни тăваттăмĕшне çĕнетнĕ тĕк, Хĕрлĕ Чутай районĕнче — кашни иккĕмĕшне. Ял çыннисем кунта сипленмешкĕн çеç мар, сывлăха упрамашкăн кирлĕ канашсене тивĕçме çÿрессе те шанатăп»,— терĕ Светлана Ивановна ял çыннисене саламласа.

Кивĕ Атикассинче ФАП уçăлнипе аслă ăру çыннисем уйрăмах кăмăллă. «Кунашкал хăйне ятăн сиплев çурчĕ çинчен шухăшлама та пултарайман эпир, — тет 76 çулти Ольга Яковлева. — Кивви аякра вырнаçнăччĕ, унти условисем те чаплах марччĕ. Çĕнĕ йышши ФАП ял варринче пулни ватти-вĕттишĕн те, вăйпиттишĕн те меллĕ. Урам алăкне уçсанах капмар çурт ума тухса тăнине кура чылайччен илемĕпе киленетĕп».

Сăмах май, районти 20 фельдшерпа акушер пунктĕнчен 9-шĕ — модульли, киввисене тĕпрен юсанă. Çитес икĕ çулта тепĕр 2 ФАП тума палăртнă.

Сиплев учрежденийĕсене кадрпа тивĕçтерес енĕпе Шупашкарти медицина колледжĕнче çамрăксене тĕллевлĕн вĕрентмелли килĕшÿ тăрăх кăçал Хĕрлĕ Чутай хутлăхĕнчи сиплев учрежденийĕсенче виçĕ фельдшер ĕçлеме пуçланă.

 

Рубрика: 
Теги: