Комментари хушас

8 Раштав, 2017

Вĕренекенсене çамрăк армеецсен ретне йышăнчĕç

Раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарти 19-мĕш шкулти вĕренекенсене çамрăк армеецсен ретне йышăнчĕç. 20 ача Тăван çĕршыва тивĕçлĕ çын пулма тупа турĕ.

Уявăн хисеплĕ хăнисем: Ачасен полици академийĕ пуçлăхĕн çумĕ Михаил Щенников, Шупашкар хулин депутатсен пухăвĕн депутачĕ Антон Ковалев, Шупашкарти Вĕрентÿ управленийĕн ертÿçин çумĕ Наталия Маслова.

Чи малтан çамрăк армеецсен командирĕ Александр Гаврилов сăмах илчĕ. Ун хыççăн ыттисем тупа турĕç.

Раççейĕпе илсен 2017 çулхи ака уйăхĕн тĕлне 70000 вĕренекен çамрăк армеецсен ретне кĕнĕ. 19-мĕш шкул маттурĕсем те çак юхăмран айккинче юлас темен. 8-10-мĕш класс вĕренекенĕсем хăйсен ирĕкĕпе çамрăк армеецсем пулма шут тытнă иккен. Вĕсем хăйсене Раççейĕн тивĕçлĕ ывăлĕ-хĕрĕ тесе шутлаççĕ, тăван çĕршыва юратаççĕ.

Тупа тунине курма килнисем çамрăк армеецсем çине ăмсанса пăхрĕç, вĕсен ретне кĕме ĕмĕтленчĕç.

Ачасен полици академийĕн музыка уйрăмĕнче вĕренекенсем параппан каласа тата «Постановка элементов боевых искусств» конкурсри çĕнтерÿçĕсем алла-аллăн тытăçнине кăтартса уява илем кÿчĕç.

Рубрика: 
Теги: