Комментари хушас

8 Раштав, 2017

Коррупцие кăкласси - стратеги пĕлтерĕшлĕ тĕллев

Республикăри коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комиссин черетлĕ ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Владимир Путин киревсĕр çак пулăма кăкласси стратеги пĕлтерĕшлĕ тĕллев пулни çинчен каланине аса илтернинчен пуçларĕ. Коррупци çĕршыв аталанăвне ура хурать кăна мар, халăх влаç органĕсене шанассине те япăх витĕм кÿрет.

Чăваш Ен коррупципе кĕрешес тĕлĕшпе пилотлă регион пулни паллă, çакă, паллах, ку енĕпе ăнăçлă ĕçленипе тÿрремĕнех çыхăннă. Çапах, Михаил Васильевич шучĕпе, çитменлĕхсем пирĕн те пур.

Пирĕн кама та пулин алăран ярса илес тĕллев çук, — терĕ регион ертÿçи. — Çав вăхăтрах патшалăх, муниципалитет служащийĕсене тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеме хистекен лару-тăру йĕркелес енĕпе çине тăмалла. Саккуна пăсмалли майсене пÿлмелле, влаç органĕсенче ĕçлемешкĕн тÿрĕ кăмăллă çынсене суйласа илмелле. Çапла, кадрсен дефицичĕ пур, анчах пирĕн тивĕçлĕ çынсене вĕрентмелле, хатĕрлемелле.

Çитменлĕхсем пуррине «Социс» общество организацийĕ республикăра ирттернĕ ыйтăм та çирĕплетет. Унăн директорĕ Дмитрий Борцов тĕпчев кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май çынсем темиçе çул каяллахипе танлаштарсан Чăваш Енре «коррупци градусĕ чакнине» палăртни çинчен каларĕ. 

Сывлăх сыхлавĕнче ача çуратнă чух шурă халатлисене укçан хавхалантарасси йăлана кĕнĕ. Тепĕр самант та ачасемпех çыхăннă: ыйтăма явăçтарнисенчен чылайăшĕ ачисене садике, лайăх шкула вырнаçтарассишĕн тăкакланнине пытарман. Кунта сăмах вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем усламшăн çунни пирки пымасса та пултарать. Шупашкарта çĕнĕ шкул хута каяс умĕн ун çумĕнчи нумай хутлă икĕ çуртра пĕрремĕш класа каймалли ачасем пĕтĕмпе те 12-ĕн кăна пулнă иккен, анчах шкула йышăнма пуçланă та — çак йыш тăруках темиçе хут пысăкланнă, 50 ачана çитнĕ. Çаврăнăçуллă ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсене унта «пропискăна» тăратнă. 

Вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев иккĕленмест: çĕнĕ лайăх шкулсем ытларах туни çакнашкал пулăмсенчен хăтăлма май парĕ. Коррупцие дефицит та сăлтавлать. Хальлĕхе вара республикăра 7 пин ача шкулта икĕ сменăпа вĕренет. 

Михаил Игнатьев шкулсенче ашшĕ-амăшĕнчен тĕрлĕ тĕллев валли укçа пуçтарни пирки те сăмах пуçарчĕ. Юрий Исаев министр çакă шкулсен çурчĕсем, оборудовани кивелнипе сăлтавланнине палăртрĕ-ха, анчах Михаил Васильевич пусăм тусах каларĕ: ашшĕ-амăшĕ хăйсен кăмăлĕпе пулăшни — йĕркеллĕ пулăм, çапах «хăйсен ирĕкĕпе» хистени пулмалла мар. 

Канашлу ку хутĕнче Правительство çуртĕнче мар, Чăваш патшалăх унивеситетĕнче иртнин сăлтавĕ хăйне евĕрлĕ — аслă шкул тата ЧР Министрсен Кабинечĕ тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве çирĕплетрĕç. Документа ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ЧПУ ректорĕ Андрей Александров алă пусрĕç.