Комментари хушас

9 Раштав, 2017

Чăваш Енре юридици диктантне хевтесĕррисем те çырма пултарнă

Паян, раштавăн 9-мĕшĕнче, çĕршывра пуçласа Пĕтĕм Раççейри право юридици диктанчĕ иртрĕ, ăна харăсах мĕн пур регионта йĕркеленĕ. Мускав вăхăчĕпе вăл 10 сехетре пуçланчĕ.

Диктанта халăхăн право пĕлĕвĕн шайне тĕрĕслес тĕллевпе йĕркеленĕ, унта 14 çултан аслăрах кашни çын хутшăнма пултарнă. Диктант ыйтăвĕсем Конституципе, административлă яваплăхпа, ĕçлев, çемье прависемпе, административлă, гражданла правăпа çыхăннă. Диктанта on-line режимпа электронлă тестировани мелĕпе ирттернĕ. Ыйтусене пĕр сехетре хуравланă. 

Чăваш Республики — хевтесĕр çынсене çак мероприятие хутшăнма майсем туса панă регионсенчен пĕри. Вĕсем диктанта ЧР Наци библиотекинче /хушма çурт, электрон вулав залĕ, 212 пÿлĕм, 2-мĕш хут/ çырма пултарнă. Тĕплĕнрех...

 

Теги: 
Автор: