Комментари хушас

Красноармейски районĕнчи Анатри Типçырма ялĕ айлăмра вырнаçнă. Кунта ватти-вĕтти пĕр-пĕрне аван пĕлеççĕ. Сверчковсен тĕлне ыйтсан тÿрех кăтартса ячĕç.

Кил хуçи Геннадий Адольфович килтех-мĕн. Вăл çемье çавăрнă хыççăн аякка каяс темен, тĕп килтен уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрнă, ялтах телейне тупнă. «Пирĕн асатте Николай Меркурьевич Элĕк районĕнчи Асакасси ялĕнче кун çути курнă, — хăйсен йăх-несĕлĕпе паллаштарма пикенчĕ Геннадий Сверчков. — Вăл 1938-1941 çулсенче Кушкăри 7 класлă шкулта директорта ĕçленĕ. Ят-сумпа палăрнă, çынна ăнланма, пулăшма тăрăшнă. Хушнă ĕçшĕн яланах çирĕп ыйтнă. Çавăнпа ĕнтĕ унпа пĕрле ĕçленĕ е вăл вĕрентнĕ çынсем паян та ăна ырăпа асăнаççĕ».

Шел, кун-çулĕ кĕске пулнă Николай Сверчковăн. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан темиçе уйăхранах, 1941 çулхи кĕркунне, фронта илсе кайнă. Мăшăрне виçĕ ачипе хăварса ылханлă вăрçă тамăкне ăсаннă. Николай Меркурьевич вăрçăра чикĕ заставин пуçлăхĕ пулса çапăçнă. Беларуçри Белосток хули патĕнчи çапăçура хыпарсăр çухалнă ентешĕм.

Вăл вăхăтра çĕршер чăваш хĕрарăмĕн шăпи-нушипе пурăнса Вĕçелис аппа Адольфпа Иван ывăлĕсемпе Валентина хĕрне ура çине тăратнă. Йывăрлăха пăхмасăр тĕпренчĕкĕсене вĕрентсе кăларнă. Хаяр вăрçă çулĕсенче уй-хир бригадирĕнче тăрăшнă вăл.

Трак шкулĕнчен вĕренсе тухсан Адольф /ялта ăна кĕскетсе Аля теççĕ — Авт./ малалла ăс пухас вырăнне ра­йонти «Сельхозтехникăна» тракториста вырнаçать. Ара, амăшне пулăшмалла, ура çине çирĕп тăрса çемье тĕвĕлемелле. Вунă çултан тин ĕмĕтне пурнăçа кĕртет вăл. Ĕçленĕ хушăрах Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче зоотехника вĕренсе тухать. Тăрăшуллă çынна «Мичуринец» совхоза практикăна яраççĕ. Диплом илсен кунтах ĕçлеме вырнаçать вăл. Кайран тĕп зоотехник пулма çирĕплетеççĕ. 13 çул районти чи пысăк хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хурать Адольф Николаевич. Хастарлăхне кура совхоза ертсе пыма сĕнеççĕ. Каллех çанă тавăрсах ĕçе пикенет арçын. 1980-1993 çулсенче хуçалăх тилхепине çирĕп тытса пырать. Николай Сверчкова Трак енри хуçалăхсене те ертсе пыма тÿр килнĕ. Çав тапхăрта хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх нумай усранă, кăтартусемпе районта та малта пулнă. Ÿсĕм вара пуçлăх коллектива пĕлсе ертсе пынипе çыхăннă. «Пирĕн атте чылайранпа тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, — терĕ Геннадий ывăлĕ. — Кăçал сакăр теçетке çултан иртрĕ. Ĕç ветеранĕ вăл. Вĕсем аннепе, Христина Дмитриевнăпа, 4 ача çуратса ÿстернĕ. Хаклă çыннăмăр та тăван хуçалăхра ветеринар пулса ĕçленĕ. Анне паян кун та тăванĕсене ăшшăн аса илет. Вĕсене ял-йышра хисепленишĕн савăнать вăл».

Геннадий Мăн Шетмĕри шкултан вĕренсе тухсан умри çулне выльăх-чĕрлĕхпе мар, спортпа çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. «Манăн питĕ физкультура учителĕ пулас килетчĕ, — аса илчĕ çамрăклăхне вăл. — Çак урока чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Республикăри, районти ăмăртусене хутшăннă эпĕ. Хĕл кунĕсенче Трак енре иртнĕ ăмăртусенче 10 çухрăма йĕлтĕрпе чупса çĕнтернĕ».

Анчах ĕмĕт ĕмĕтпех юлать. Каччă алла аттестат илсен Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн зооинженери факультетне вĕренме кĕрет. Тен, ашшĕ-амăшĕ выльăх-чĕрлĕхпе вăрах вăхăт ĕçлени витĕм кÿнĕ-ши? Çапах аслă шкулта та спорта пăрахмасть. Йĕлтĕрпе тăтăшах ăмăртусене хутшăнать, çĕнтерет. Алла диплом илсен салтак тумне тăхăнать. Çартан тăван тăрăха таврăнсан Геннадий Адольфович «Мичуринец» совхозра выльăх-чĕрлĕх фермине механизацилес енĕпе ĕçлеме пуçăнать. Ку тăрăхри Эльвира Григорьевăпа çемье тĕвĕлеççĕ. Вăтăр çул ĕнтĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ Сверчковсем.

Геннадий Сверчков та ашшĕ пек пултаруллă. Пĕр вăхăт Красноармейски районĕнчи «Звезда» хуçалăх тилхепине те тытса пынă вăл. Мăшăрĕ Эльвира Сверчкова халĕ те вырăнти ФАПра тăрăшать. Ĕçчен çемье хушма хуçалăхра виçĕ ĕне тытать. «Шурă ылтăна» йăлтах сутаççĕ. Çĕр те нумай вĕсен. Александр ывăлĕпе Алла хĕрĕ те пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Сăмах май, Алла та ашшĕ пек спортпа туслă. Типçырма хĕрĕ ирĕклĕ майпа кĕрешессипе районта, республикăра палăрнă.

Адольфпа Христина Сверчковсен ытти ачисем те — Полина, Николай, Владимир — хăйсен çемйисемпе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ.

Çемьери арçынсем пурте çар службинче тăнă. Сверчковсен сакăр мăнукпа кĕçĕн мăнукĕ ÿсет. Хулара тымар янăскерсем тăтăшах Анатри Типçырмана килеççĕ. Ку тăрăхри илемлĕ вырăнсем, уçă сывлăш килĕшет вĕсене.

Татьяна Борисова.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.