Комментари хушас

4 Раштав, 2017

Èç профессийěсен ăмăртăвĕ старт илчĕ

"Хăвăн àсталăхупа тěнчене илемлет!" Çапларах янăрать "WorldSkills Russia" чемпионатăн регион шайĕнчи "Çамрăк профессионалсем" ăмăртăвăн девизě. Шăпах раштавăн 4-8-мĕшĕсенче пирĕн республикăра иртет вăл. Паян ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă çěре ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР вěрентýпе çамрăксен политикин министрě Юрий Исаев, Шупашкарти электромеханика колледжě çумěнче йěркеленě компетенцисен центрĕн ертýçи Алексей Судленков хутшăнчĕç.

Ěç профессийěсен ăмăртăвĕн сумĕ çулран çул ýсет. Чăваш Енре кăçалхипе 6-мĕш хут иртекенскере Раççейри 11 регионти тěрлĕ вĕрентý организацийĕнче вěренекен 208 яшпа хĕр хутшăнĕ. "Çак ăмăрту малашлăха çул уçать, аталанма май парать, - палăртрě Михаил Игнатьев тěрлě регионти çамрăксене сывлăх суннă май. Вăл ăмăрту çýллĕ шайра иртессе, наградăсем çěнтерýçěсене тупасса шаннине каларĕ.

Кăçалхи чемпионата çěнěлěх нумай кěртнě. Çамрăксем 31 компетенцире /пĕлтĕр - 21/ тупăшĕç. Яшсемпе хěрсем хăйсене роботехникăра, электроникăра, апат пěçерес, тимěр хěртсе шăратас, çýç касас ĕçре тĕрĕcлĕç. Шăпах çак компетенцисенче тупăшакансен йышĕ кашни çул нумай. Кăçал вара туризм, шкул умěнхи вěрентý тата ытти специальноçсене алла илекенсем те вăй виçěç. Вěсен ĕçне 243 эксперт хаклě. Сăмах май, кăçал пирěн республикăри 7 çамрăк эксперт ятне тивĕçнě.

«WorldSkills» чемпионатăн регион шайěнчи ăмăртура çĕнтернисем тепěр çул çěршывăн пĕрлештернĕ командине кěрессишěн йěркелекен тупăшăва хутшăнĕç. 2019 çулта вара Хусанта ĕç профессийĕсен «Worldskills» тĕнче чемпионачě иртě.

 

Рубрика: