Комментари хушас

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче «Хăрушсăр хула» аппарат-программа комплексĕн, васкавлă оперативлă службăсене пĕрлехи «112» номерпе шăнкăравлассине тивĕçтерекен системăсен, «ЭРА-ГЛОНАСС» патшалăх автоматизаци информаци тытăмне ĕçе кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комиссин ларăвĕ иртрĕ. Видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕскерне РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Дмитрий Рогозин ертсе пычĕ.

Ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов, ЧР ГКЧС председателĕ Вениамин Петров, республикăри министерство-ведомствăн — çак ыйтусемпе ĕçлекеннисен — пуçлăхĕсем /е вĕсен çумĕсем/ хутшăнчĕç.

Дмитрий Рогозин ларăва уçнă май çĕршывра тата регионсенче «Хăрушсăр хула», «112» тата «ЭРА-ГЛОНАСС» тытăмсене техника тĕлĕшĕнчен çыхăнтарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ. Асăннă система малашне пĕрлехи комплексра ĕçлессине каларĕ. Çакă бюджет укçи-тенкине тата вăхăта перекетлеме май парĕ. Видеоконференцире «Хăрушсăр хула» тытăм епле пурнăçланнин кăтартăвĕсене сÿтсе яврĕç, асăннă комплексăн сегменчĕсене туса хурассипе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç, çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕç. Раççей МЧСĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Чуприян васкавлă оперативлă службăсене пĕрлехи «112» номерпе шăнкăравлассине тивĕçтерекен тытăма лайăхлатас тĕлĕшпе регионсем мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕ.

Чăваш Ен пирки калас тăк — ГКЧС республикăн халăхпа территорисен хăрушсăрлăхне ÿстересси пирки калакан патшалăх программине улшăнусем кĕртесси пирки калакан проекта хатĕрленĕ. Унта «Чăваш Республикинче «Хăрушсăр хула» аппарат-программа комплексне туса хурасси /аталантарасси/» çумпрограмма тĕп 5 мероприятирен тăнине палăртнă: 1/ васкавлă оперативлă службăсене пĕрлехи «112» номерпе шăнкăравлассине тивĕçтерекен тытăма туса хурасси; 2/ халăхăн тата муниципалитет /коммуналлă/ инфратытăмăн хăрушсăрлăхне тивĕçтересси; 3/ транспорт çинчи хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси; 4/ экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси; 5/ муниципалитет йĕркеленевĕнче оперативлă лару-тăру управленийĕпе тивĕçтересси. Постановлени проектне хальхи вăхăтра çакăншăн яваплă влаç органĕсем тишкереççĕ, ăна сĕнÿсемпе асăрхаттарусене шута илсе татах пуянлатĕç.

«Хăрушсăр хула» комплекс тытăмне аталантармашкăн 2017 çулта республика бюджетĕнчен 116 миллиона яхăн тенкĕ уйăрнă, çав шутран 45 ытла миллион тенки — фото- тата видеофиксаци комплексĕсене туянмашкăн. Пĕтĕмлетсе каласан — Чăваш Енре «Хăрушсăр хула» аппарат-программа комплексĕн техника хатĕрĕсене ĕçе кĕртесси малалла пырать.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА