Комментари хушас

27 Чÿк, 2017

Нумай функциллĕ центрсенче те сасăлама май пулĕ

РФ Президенчĕн суйлавĕччен инçе-ха, анчах хатĕрленÿ пуçланнă ĕнтĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлăва шăпах суйлав теминчен пуçларĕ.

Ку енĕпе тивĕçлĕ указа алă пусасси пирки пĕлтернĕ май Михаил Игнатьев сасăлав йĕркелессипе çыхăннă уйрăм самантсемпе кăсăкланчĕ. ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн ертÿçи Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх, çитес суйлавра нумай функциллĕ центрсенче те сасăлама май пулĕ — граждансен маларах заявлени çырса памалла кăна. Ку хутĕнче çĕнĕ суйлав участокĕсем те йĕркелĕç — тĕп хулари çĕнĕ микрорайонсенче. Хăш-пĕр ялта вара, пачах тепĕр майлă, участоксене пĕтерме палăртнă. Кирек мĕнле пулсан та суйлавçăсен сасăлав гарантийĕсене туллин тивĕçтерĕç.

 

Теги: