Комментари хушас

26 Чÿк, 2017

«Манăн çемье – манăн тĕрек»

Паян, Амăшĕн кунĕнче, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче нумай çул пĕрле пурăнакан çемьесен «Манăн çемье — манăн тĕрек» фестивалĕ иртрĕ. Унта çемье пурнăçĕн юбилярĕсене чысларĕç.

2017 çул Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнă май ЧР Общество палати тата Чăваш Енри Халăхсен ассамблейи республикăри мăсăльмансен тĕн управленийĕ пулăшнипе «Манăн çемье — манăн тĕрек» проекта хута янă. Йĕркелÿçĕсем республикăра тĕпленнĕ пĕтĕм халăхпа наци çемйисенчен, кăçал пĕрлехи пурнăçăн юбилейне /25 çултан пуçласа 60 çулччен/ паллă тăваканскерсенчен, çулталăк тăршшĕпех заявкăсем йышăннă.

Кăçал пĕрремĕш хут йĕркеленĕ фестивале 30 ытла мăшăр хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем конкурс материалĕсенче вăрăм та çирĕп, телейлĕ те килĕшÿллĕ çемье пурнăçĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă. Кĕмĕл, ахах, мерчен, рубин, сапфир, ылтăн тата ытти туя та паллă тăвас тесен мĕн асра тытмалли пирки каласа кăтартнă. Ыттисемшĕн чăнласах та ырă тĕслĕх пулса тăракан çемьесене ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков, Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Алевтина Федорова, Ашшĕсен канашĕн ертÿçи Алексей Мурыгин, Чăваш Енри Халăхсен ассамблейин ертÿçин çумĕ Владимир Васильев тата ыттисем саламларĕç. Мăшăрсене фестивальте диплом тата хаклă парнесем парса чысларĕç.

Василий тата Александра БОРОДКИНСЕМ, Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче пурăнакан мăшăр:

- Эпир пĕрлешнĕренпе кăçал 55 çул çитрĕ. Эпир виçĕ ача пăхса ÿстертĕмĕр. Халĕ пирĕн çичĕ мăнук, сакăр кĕçĕн мăнук. Çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ - пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннинче, кирлĕ чухне каçарма пĕлнинче.

 

 

Рубрика: