Комментари хушас

23 Чÿк, 2017

Вьетнамра та каннă, мунчара та милĕкпе çапăннă

Çăлтăрсемсĕр тунсăхламарăр-и? Тинех «Çăлтăрсен Инстаграмри пурнăçĕ» рубрикăн вăхăчĕ çитрĕ. Кам ăçта çитнĕ, хăйĕн страницине пăхса тăракансене мĕнпе савăнтарнă? Халех веçех пĕлĕпĕр.

Инстаграм уçатăн та тÿрех чăваш юрăçисен сăн ÿкерчĕкĕсем сиксе тухаççĕ. Шĕкĕлче кăна. Акă куç тĕлне ЧР тава тивĕçлĕ артисткин Катя Петровăн сăн ÿкерчĕкĕ пулчĕ. Тĕп хулари пĕр суту-илÿ центрĕнче пĕчĕк ача йăтса тăрать вăл. Пултаруллă çак артисткăн, мусăкçăн пурнăçĕ çинчен пĕлтĕр «Çамрăксен хаçатĕнче» вуласан унăн хĕр пуррине пĕлнĕччĕ. «Нивушлĕ Катя Петрова тепĕр хут амăшĕ пулнă?» — çапларах ыйту çуралать сăн ÿкерчĕке пăхсан. Çитменнине, вăл хăй те, пĕчĕк пепке те шурă тĕслĕ тумпа. Халĕ вĕт амăшĕпе ачи пĕрешкел çи-пуç тăхăнни модăна кĕчĕ. «Канмалли кунсем. Уçăлма шухăшларăмăр», — çапла çырнă чăвашла кăна мар, çармăсла та юрлама пĕлекен артистка. Аптăрасах ÿкрĕм. Çынсем: «Питĕ хитре курăнатăр», «Сана питĕ килĕшет», — тесе çырнă комментарисене курсан пушшех те! Пĕри вара: «Хитре. Санăн-и?» — ыйтнă. «Паллах, пирĕн», — хурав панă юрăç. Темĕн шухăшламалла ĕнтĕ халь? Хăйĕнех-и е пĕр-пĕр тăванĕн ачи-и вăл: пурпĕрех уншăн савăнатпăр, пĕчĕкскере сывлăх сунатпăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.