Комментари хушас

21 Чÿк, 2017

​​​​​​​Сирĕн çурт картишĕнче хăтлă-и?

Чăваш Республикипе Раççей Строительство министерствин килĕшĕвĕ тăрăх - Шупашкарти çуртсен таврашĕнчи территорине тирпей-илем кĕртме кăçал федераци бюджетĕнчен - 140, республика тата тĕп хула хыснасенчен 10,5 тата 11,3 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Федерацин «Хула хутлăхне хăтлăх кÿресси» проектне пурнăçланă май нумай хваттерлĕ 126 çуртăн 25 картиш территорине тирпей-илем кĕртмелле.

Çулталăк вĕçленсе пырать. Палăртнă ĕçсем епле пурнăçланаççĕ-ха? Çак ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем Мускав проспектĕнчи, Пролетари урамĕнчи, IX Пилĕкçуллăх проспектĕнчи çуртсен картишĕсенче тĕп хулан Мускав, Ленин тата Калинин районĕсен администраци пуçлăхĕсемпе, общество организацийĕсен представителĕсемпе, хула çыннисемпе тĕл пулчĕç.

Подрядчиксем чылай ĕç тунă: çуртсен тавралла тата подъезда кĕрсе тухмалли вырăнсене асфальт сарнă, ватă çынсене уçăлма тухсан ларса канма тенкелсем вырнаçтарнă, автомашинăсем лартма ятарлă вырăнсем меллештернĕ, юпасем çинчи электролампочкăсене энерги перекетлекен тата вăйлăрах çутатаканнисемпе улăштарнă, контейнер лартмалли вырăнсене анлăлатнă, ытти те. Пролетари урамĕнчи 25, 27 тата Трактор тăвакансен проспектĕнчи 24 çуртсем хушшинче хоккей площадки тунă. Комисси ĕçсене йышăнма пултаратчĕ пулĕ, анчах çитменлĕх чылай тупăнчĕ. Кунта пенсионерсем уçăлма тухаççĕ çеç мар, ачасем те пушă вăхăтра выляма юратаççĕ. Пĕр картишре чечек клумбине стройматериалпа çÿллĕлетнĕ те ÿксе аманас хăрушлăх пур. Ача-пăча площадкинче хăйăр çителăксĕр. Хоккей площадкине тытса тăрассине кам хăй çине илĕ - хальлĕхе палăртман. Асфальта япăх хунă вырăнсем тĕл пулчĕç. Юсамалли çителĕклех тупăнчĕ.

В.ГРИГОРЬЕВ