Комментари хушас

30 Раштав, 2017

Вăрманçă чăваш грамматикине тĕпчесе кĕнеке кăларнă

"Çĕнĕ вăхăт" типографире нумаях пулмасть "Чăваш чĕлхин грамматики. Фонетикăпа морфологи" кĕнеке пичетленсе тухнă. Кĕнекен авторĕ - Леонид Андреев-Лесник. Пушкăртстан чăвашĕ малтанласа колхозра та ĕçленĕ, счетоводра та, истори учителĕнче те, судьяра та. Псевдонима вара вăл Вăрман хуçалăхĕн министерствинче юридици службин пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленине кура илнĕ.  

Леонид Емельянович "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен службине пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çирĕплетнĕ çĕнĕ орфографи правилисене чунпа ниепле те йышăнайман. 2013 çулхи раштав уйăхĕнче мăшăрĕ вилнĕ хыççăн йывăр хуйха путнăскере Виталий Енĕш çыравçă чун киленĕçне тупма сĕннĕ. Çавăн чухне алла калем тытать те ĕнерхи учитель, юрист, Вăрман хуçалăхĕн министерствинче 14 çул ĕçленĕ чухне çитмен вăрман хуçалăхĕ хăварманнине кура ăсталăхĕпе вăрманçа çаврăннă Леонид Андреев. 

Çĕнĕ орфографи правилисене чунпа йышăнайманскер çĕнĕлĕхе сÿтсе явнă çулсенче тĕрлĕ çынпа тĕрлĕ çĕрте сăмах хускатнă. Пĕрисем ăна: "Ку вăл филологсен ĕçĕ, эсĕ мана вĕсемпе хирĕçтересшĕн", - тесе хуравланă, теприсем: "Эсĕ - лесник", - тесе пÿлме пăхнă.  

Леонид Андреев-Лесникăн пĕрремĕш кĕнеки 2015 çулта пичетленнĕ. Хальхине автор çĕнĕ материалсемпе пуянлатса, якатса кун çути кăтартнă. Кĕнекене хак панă авторсем - Виталий Енĕш çыравçă, Виталий Станьял филологи наукисен докторĕ, профессор тата "Хыпар" издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев. 

 

Рубрика: