Комментари хушас

17 Чÿк, 2017

Ăстаçăсен ĕçне пĕтĕмлетрĕç

Паян республикăн Суту-илÿпе промышленноç палатинче Чăваш Ен Ремесленниксен гильдийĕ 15 çул тултарнине халалланă конференци иртрĕ.

Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Çак пĕрлĕхре тăракансем ăсталанă тумтирпе, тĕрĕ-эрешпе, йывăçран, ытти материалран тунă куçа илĕртекен, кăмăла çĕклекен япаласемпе паллашрĕç.

Мероприятие палата президенчĕ Игорь Кустарин уçрĕ. Пухăннисене пĕчĕк юбилей тĕлне ÿкернĕ, Гильди историйĕпе, ăстаçăсен ĕç-хĕлĕпе паллаштаракан фильм кăтартрĕç.

Вĕсене паллă датăпа Михаил Игнатьев саламларĕ, пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿ тума ырă сунчĕ. Ăстаçăсен пĕрлĕхĕ 15 çул малалла талпăнни, унта тăракансем хатĕрлекен продукцие республикăра пурăнакансем те, туристсем те килĕштерсех туянни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.

— Алă вĕççĕн ĕçленĕрен эсир тупăш нумай илейместĕр паллах, — терĕ. — Анчах илемлĕ те тарăн шухăшлă япаласем туса, вĕсене çынсене кăтартса савăнтаратăр. Республикăн тата муниципалитетсен тивĕçлĕ органĕсем сире лайăхрах ĕçлеме май туса парассишĕн малашне те тăрăшĕç.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин та ремесленниксен ĕç-хĕлне пысăка хурса хакларĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков гильди ĕçĕ çинчен ырă сăмахсем каланипе пĕрлех юхан шыв портĕнче сутакан ăстасен ĕç условийĕсене килес çул лайăхлатма шантарчĕ. Гильди председателĕ Нина Бондарь ăстаçăсем иртнĕ çулсенче халăх умне кăларнă ĕçсем çинчен каласа пачĕ.

— Вĕсен çулталăкри укçа çаврăнăшĕ 120 пин тенкĕрен сахалрах пулсан налук тытмалла мар, — терĕ тĕрĕ-эреш маçтăрĕ Людмила Балтаева.

— Хула портĕнче сутă тумалли условисене лайăхлатсан унта тăракан ремесленниксем йышланма пултараççĕ, — терĕ Надежда Николаева.

ЧР Пуçлăхĕ хула администрацийĕнчен унта суту-илÿ йĕркелемелли çĕнĕ проекта республикăн тĕп архитекторĕпе пĕрле кăçалах хатĕрлеме ыйтрĕç.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Теги: