Комментари хушас

16 Чÿк, 2017

Питĕрти 32 пин çынлă форума Чăваш Ен те хутшăнать

Паян, чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Санкт-Петербургра тĕнчери VI культура форумĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă. Унта 79 çĕршыври 34 пин çын хутшăнать. Йышра Чăваш Енĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев ертсе пыракан делегаци те пур. 

Культура форумне савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă Раççей Правительствин Председателĕн заместителĕ Ольга Голодец палăртнă тăрăх, унта пĕр-пĕринпе паллашса туслашнипе пĕрлех тĕнче культуришĕн пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ проектсем çуралаççĕ. 

Виçĕ кунлăх культура форумĕн тĕп пайĕ Патшалăх Эрмитажĕн Тĕп штабĕнче иртĕ.

Рубрика: 
Теги: