Комментари хушас

«Йĕпреç-Березовка-Кудеи-ха» автоçулăн Йĕпреçпе Пăрачкав районĕсен чиккинчи сыпăкне хăçан тума палăртаççĕ?

Йĕпреç районĕнчи Березовка поселокĕнче пурăнакансем.

ЧР Транспорт министерстви хуравлать: 47,6 км яхăн тăршшĕ «Йĕпреç-Березовка-Кудеиха» автоçулшăн, Йĕпреç тата Пăрачкав районĕсен территорийĕпе иртекенскершĕн, ЧР Автомобиль çулĕсен управленийĕ яваплă. Районсен чиккинче 2,4 км тăршшĕ асфальт сарман сыпăк пур. Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе территорие планламалли, чикĕлемелли проекта тата инженерипе геодези ĕçĕсен документацине хатĕрлеме бюджетран 2,4 миллион тенкĕ укçа уйăрассине пăхса хăварнă. Çулăн асăннă сыпăкне тăвас ыйтăва проект документацине хатĕрлесе çитерсен ЧР Çул-йĕр фончĕн 2018 çулхи майĕсене кура татса парĕç.

***

«Шупашкар-Сурски» авто-çул çинче Вăрнар районĕнчи Çĕньял тĕлĕнче чарăну павильонне вырнаçтарма ыйтатпăр.

Вăрнар районĕнчи Калинино ял тăрăхĕнче пурăнакансем.

ЧР Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регион пĕлтерĕшлĕ çак çулшăн ЧР Автомобиль çулĕсен управленийĕ яваплă. Автоçулсем çинчи ĕçсен классификацийĕпе килĕшÿллĕн чарăну павильонĕсем тумалли ĕçсене республика бюджечĕ çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçламалла. Чăваш Енĕн виçĕ çуллăх бюджетĕнче Вăрнар районĕнчи Çĕньял тĕлĕнче павильон вырнаçтармалли тăкаксене пăхса хăварман.

Ял çыннисен ыйтăвне вырăна тухса тишкермешкĕн Чăвашупрдора ярса панă. Павильон вырнаçтарас ыйтăва проект документацийĕ хатĕрлесен Чăваш Ен бюджечĕн майĕсене кура татса парĕç.

***

Чăрăш Хирлепри фельдшер-акушер пунктĕнче фельдшер çук. Вăтам сыпăкри специалистсене медучилище хыççăн яла ямалли программăсем ĕçлеççĕ-и?

Вăрнар районĕнчи Чăрăш Хирлеп ялĕнче пурăнакансем.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви çапла пĕлтерет: федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн патшалăх влаçĕн органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата организацисен /çав шутра — Сывлăх сыхлавĕн министерствин тытăмĕнчи медицина организацийĕсен/ çамрăксене вăтам тата аслă професси илмелли программăсемпе тĕллевлĕн вĕрентмешкĕн килĕшÿсем тумалли ирĕк пур.

Çавна май медицина организацийĕсем абитуриентсемпе те, колледжра вĕренекенсемпе те килĕшÿ тума пултараççĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.