Комментари хушас

14 Чÿк, 2017

"Раççей чăваш пики" конкурс раштавăн 2-мĕшĕнче иртĕ

Кăçал "Раççей чăваш пики" конкурс раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртĕ. Кун пирки йĕркелÿ комитечĕ ячĕпе Чăваш наци конгресĕн пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева "Хыпар" издательство çуртне паян пĕлтерчĕ. 

Конкурса ЧНК Чăваш Енĕн Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе йĕркелет. Чипер чăваш пикисен ăмăртăвĕ 14 сехетре Шупашкарти культурăпа ÿнер искусствисен институтĕнче пуçланĕ. Конкурса хутшăнас кăмăллисен хăйсен кăмăлне congress21@mail.ru электрон почтăпа чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕччен пĕлтермелле. Заявкăна Чăваш наци конгресне çитерсе парсан та аван. 

Рубрика: