Комментари хушас

9 Чÿк, 2017

«Хыпар» издательство çурчĕн «Тетте» журналĕнче шăпăрлансем пулчĕç

Шупашкарти 61-мĕш ача садне ҫӳрекенсем паян «Хыпар» издательство çурчĕн «Тетте» журналĕнче хăнара пулчĕҫ. Шăпăрлансем пирĕн кăларăмпа тахҫанах туслă, анчах ăна мĕнле хатĕрленине, паллах, пĕлмен. Ҫавăнпа та ҫак тĕл пулу вĕсемшĕн хаваслă та кăсăклă иртрĕ.

Алина Ларшникова редактор журнал валли материалсем мĕнле хатĕрленине ăнлантарчĕ, рубрикăсем пирки тĕплĕнрех каласа пачĕ. Ачасен хушшинче ӳкерме юратакан сахал мар иккен, тĕл пулăва хăйсен ĕҫĕсене те илсе килнĕ. Эппин, ҫитес вăхăтра вĕсен ӳкерчĕкĕсене «Тетте» журналта курма пулĕ.

Редакци ĕҫченĕсем ачасене валли тупмалли юмахсем те хатĕрленĕ. Чи тавҫăруллисем парнеллĕ пулчĕҫ. Тата тепĕр кăмăллă самант. «Тетте» - журнал кăна мар иккен. Вăл чĕрĕ: утать, чупать, ачасемпе пĕрле вылять - ытла та хаваслăскер! Ачасем унпа асăнмалăх сăн ӳкерĕнчĕҫ.

Материалсене мĕнле пуҫтарнине ăнлантăмăр, анчах журнала вĕсене мĕнле вырнаҫтарса лартаҫҫĕ-ши? Ҫакна пĕлес тесе шăпăрлансем Компьютер центрне васкарĕҫ. Кунта Надежда Петрова калăплавҫă йăлтах ăнлантарса пачĕ. Унăн ĕҫĕпе паллашнă хыҫҫăн ачасен дизайнер пулас шухăш та ҫуралчĕ. Хавхаланнăскерсем ҫунатлă ĕмĕчĕсемпе паллаштарма тытăнчĕҫ.

Ҫакнашкал тĕл пулусем татах та иртессе шанатпăр. Хамăрăн пĕчĕк вулакансемпе куҫа-куҫăн тĕл пулни пире те, редакци ĕҫченĕсене, хавхалантарать-ҫке.

Рубрика: